Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçасăр çуртсем: ыйту нумай

15 июля 2015 г.

Хуçасăр çуртсем: ыйту нумай

Вăрнарти СМП поселокĕнчи хуçасăр бараксем çинчен темиçе çул каялла хамăр хаçатра çырнăччĕ. Вуннăшĕнчен пĕри хĕллехи кунсенче çунса кĕлленнĕччĕ. Чăннипе, кусене ирĕклĕ çуртсем те теме юрать. Пурăнаканĕсенчен темиçе çемьен кăна прописка пур, ыттисем хваттерсене хăйсен ирĕкĕпе кĕрсе пурăннă, пурăнаççĕ.

Апла-и, капла-и, анчах та кунти çынсен пурнăçне ăмсанмалли çук. Бараксенчи условисем çав тери начар. Чылайăшĕн тăррисем çĕрĕшсе тайăлнă, унтан-кунтан шăтăк. Стенасем çинче обойсем тытăнса тăмаççĕ. Çÿп-çапа ăçта килнĕ унта тăкнă, ĕçмелли шыв пахалăхĕ япăх...

Хăйсен çак тата ытти ыйтăвĕсене кунта пурăнакансем иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш енри уйрăмĕн ĕçченĕсене каллех пăшăрханса пĕлтерчĕç, кăтартрĕç. Шел те, регионти ĕçтăвком вырăна тухнă тĕрĕслевпе кăмăллах юлмарĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн активисчĕсем Вăрнарти вăхăтлăх типлă нумай хваттерлĕ çуртсен ку микрорайонĕн проблемисене пĕлтĕрхи июньте тимлĕхе илнĕ. Çуртсем тахçанах юрăхсăра тухнă, вĕсем патне кĕрсе тухма май пулман, йăлари хытă каяшсене илсе тухман.

Ку бараксем маларах Горький чукун çулĕн шутланнă. Çавăнпах ĕнтĕ халăхра ăна «СМП поселокĕ» тесе ят панă. (СМП – строительствăпа монтаж поезчĕ). Анчах та юлашки темиçе вунă çулта çуртсем алăран алла куçнă май, вĕсен докуменчĕсем çухалнă, пĕлтĕрхи июнь тĕлне те харпăрлăх хуçине палăртман.

Регионти уйрăм çине тăнипе поселок администрацийĕ бараксене муниципаллă пурлăха куçарма, кайран вĕсене аварийлĕ çурт-йĕр йышне кĕртсе кунта пурăнакансене хăтлă çуртсене куçарас программăна кĕртме хăй çине обязательство илнĕ. Пĕр вăхăтрах вăл кунта пурăнакансем валли инфраструктурăна кăшт та пулин йĕркене кĕртме – урамсенчи çулсене юсама, çÿп-çап илсе тухассине йĕркелеме тата ытти те – шантарнă.

Анчах та декабрьти тепĕр тĕрĕслев хыççăн та администраци пĕр обязательствăна та пурнăçламан, çуртсенчен пĕрне кăна муниципаллă пурлăха куçарассипе ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи декабрьте Чăваш ен Строительство министерствин, Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн, Вăрнар район администрацийĕн представителĕсем хутшăннипе халăх фрончĕн регионти штабĕн анлă ларăвĕнче СМП поселокĕнчи ыйтусене татма план йышăннă, кашни пункчĕн пурнăçлав срокне палăртнă.

Иртнĕ кĕçнерникун Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш енри уйрăмĕн представителĕсем каллех Вăрнара тĕрĕслевпе тухрĕç. Унта регионти штабăн виçĕ сопредседателĕ те пулчĕç: Виктор Горбунов, Игорь Дорофеев, Николай Казаков. Вырăна Вăрнар район администрацийĕн строительствăпа ЖХК пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Ильин, Вăрнар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Старовойт тата ун заместителĕ Анатолий Софронов та тухрĕç.

Декабрьти тĕрĕслев хыççăн хăш-пĕр обязательствăсене пурнăçланă пулин те тĕрĕслевçĕсем енчен те, кунта пурăнакансем енчен те вырăнти влаç патне ыйту чылай пулчĕ. Паллах, чи малтанах пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси пирки. Анатолий Старовойт щитсем çине огнетушительсем çакни укçана çилпе вĕçтерни кăна пулнине палăртрĕ, вĕсем тепĕр кунчченех «ураланассине» пĕлтерчĕ. Çавăнпа та комисси шыв пичкисем лартма калаçса татăлчĕ.

Çăлсенчи шыва экспертиза туманнишĕн те ят лекрĕ, вырăнти влаç ăна кĕске вăхăтра пурнăçлама шантарчĕ.

– Район, поселок влаçĕпе пĕрре кăна мар курнăçнă, уйрăмах район администрацийĕн пуçлăхĕн кашни пунктне срокпа палăртса çырнă çырăвĕ хыççăн эпир урăх ÿкерчĕк курасса шутланăччĕ, – терĕ Виктор Горбунов район администрацийĕнче СМП поселокĕнче пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ирттернĕ тĕлпулура. – Паян курни пирĕн кăмăла пачах та тивĕçтермерĕ. Минималлă хăтлăх, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемсĕр пуçне тĕп проблема – хуçасăр бараксене муниципаллă харпăрлăха куçарса авариллĕ тесе йышăнасси.

Пĕтĕм халăх фрончĕн хастарĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Юрий Романов йышăнчĕ, çырури обязательствăсене пурнăçлама мĕнпур майпа усă курмаллине палăртрĕ.

Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Старовойт çĕр кадастр палатинче документсем хатĕрлесси вăраха тăсăлнине асăнчĕ. Тĕрĕслев хыççăн хăйсем поселокра кунашкал тата 17 çурт тупса палăртнине пĕлтерчĕ. Халăх фрончĕн представителĕсем пынă вăхăт тĕлне пирвайхи документсем вунă хваттер тĕлĕшпе кăна хатĕр. Вĕсене ытти инстанцисем витĕр те кăлармалла. Эппин, çуртсене палăртнă пек кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет çине куçарса пĕтересси иккĕленÿллĕ.

Игорь Дорофеев район администрацийĕн пуçлăхĕн çырăвне тĕпе хурса унти кашни пунктне пурнăçлани пирки Халăх фронтне пĕлтерме хушрĕ. «Çакă пире, енчен те район е поселок администрацийĕ ытти влаç органĕсем ĕçе тăсса ярсан е ытти йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусемпе, кирлĕ мерăсене вăхăтра йышăнма май парĕ», – терĕ вăл.

Николай Казаков та хăйĕн çирĕп сăмахне каларĕ: «Ку проблемăна çынсен документсем çуккипе çыхăнтарса иккĕмĕш плана хăвармалла мар. Паллах, çынсен те саккуна пĕлни, документсене маларах хатĕрлени кирлĕ. Кун пек мар пулсан, влаç органĕсен задачи – вĕсен прависене туллин хÿтĕлесси».

Район, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕсен ĕçлемелли пур. Вăл шутра – бараксенче хăйсен ирĕкĕпе, пропискăсăр пурăнакан граждансем тĕлĕшпе те. Халăх фрончĕн активисчĕсем Вăрнара кĕркунне каллех килессине пĕлтерсе хăварчĕç...

С.ЧИКМЯКОВА.      

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика