15 июля 2015 г.
Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ ĕçмелли тата хуçалăхра усă курмалли шыв пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тĕрĕсленĕ. Ăна хваттерсенчи крансенчен, аретезиан çăлкуçĕсенчен тата çăлсенчен илнĕ.
Кăçалхи январь – май уйăхĕсенче шыва централизациленĕ майпа парса тăракан çăлкуçсенчен, çавăн пекех шыв хранилищисенчен илнĕ 224 пробăна санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕпченĕ. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта Атăл юханшывĕнчен, Вăрнарта Кĕçĕн Çавалтан, Йĕпреç районĕнчи Хĕр шывĕнчен илнĕ пробăсенче кăмăллах мар япаласем тупса палăртнă. Микробиологи кăтартăвĕсем тăрăх, 288 пробăран 3,1 проценчĕ (2014 çулхи 5 уйăхра – 0,7:) нормативсене тивĕçтермен.
Специалистсем илнĕ мĕнпур проба паразитологи, вирусологи кăтартăвĕсем тата радиаци хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе йĕркеллĕ шайра.