15 июля 2015 г.
Росреестрăн Чăваш енри управленийĕнче пуçласа куçман пурлăх прависене электронлă майпа регистрациленĕ.
– Халĕ ку мелпе нотариусран çеç мар, пысăк застройщиксенчен те, ытти юридици сăпачĕсенчен те заявленисем йышăнма май пур. Пирĕн тĕп тĕллев – халăха техника прогресĕн çитĕнĕвĕсене усă курса хăйĕн вăхăтне перекетлĕ пĕтерме тата патшалăх тивĕçтерĕвĕсене килтен тухмасăр илме майсем туса парасси, – пĕлтерет управлени ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева.
Документсене электронлă майпа тăратасси пирĕн республикăра Росреестрăн Интернет-порталĕнче кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăннă. Гражданинăн е организаци представителĕн сайтра заявление çырса тултармалла, ун çумне документсем кĕртмелле. Вĕсене электронлă алă пуснипе çирĕплетмелле. Ăна Росреестр порталĕнчи переченьри кирек хăш удостоверени центрĕнче илме пулать.
Нотариус тивĕçтерĕвĕпе усă курнă пулсан документсенче унăн электронлă алă пусни пулмалла. Кунашкал ыйтса çырнисене пĕр кунтах регистрацилĕç.