11 июля 2015 г.
Вăрнар районĕ çитес эрнере, июлĕн 18-мĕшĕнче, пысăк мероприятие кĕтсе илме хатĕрленет. Кÿлхĕрри уçланкинчи Хура кÿлĕ хĕрринче Чăваш Республикинчи патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен XIV физкультурăпа спорт спартакиади пулать.
Хатĕрленÿ ĕçĕсем тытăннă ĕнтĕ. Спорт ăмăртăвĕсен вырăнне хăтлăх кĕртессипе, вырăна çитме çул йĕркелессипе ĕçсем пыраççĕ тата ытти те. Района пысăк хăнасем килмелле, çавăнпа та намăс курас мар тесен кашни саманта шута хумалла.
Йĕркелÿ саманчĕсен ыйтăвĕсене татса парассипе юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – пай пуçлăхĕ Николай Петров ертсе пынипе лару иртрĕ. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕн администрацийĕн, муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн, «Урожай» ДСО, физкультурăпа спорт министерствин представителĕсем те хутшăнчĕç.
Спартакиадăн çуллахи тапхăрĕ виçĕ тĕсе пĕрлештерĕ. Министерствăсемпе ведомствăсенче, муниципалитетсенче тимлекенсем канат туртассипе, мини-футболра тата триатлонра (чупасси, велочупу тата ишесси) тупăшĕç. Судьясене йăлтах тенĕ пек районти физкультура учителĕсемпе тренерсене явăçтарĕç. Волонтерсем çирĕме яхăн.
Йĕркелÿ комитечĕ ăмăртусем вăхăтĕнче хăрушсăрлăха тивĕçтерес, çынсен сывлăхне сыхлас ыйтусене хускатрĕ. Ку енĕпе яваплă органсене тимлĕхе ÿстерме ыйтрĕ. Автомобильсене, палатка хулине вырнаçтарас йĕркене палăртрĕ. Паллах, мероприяти алкогольсĕр иртĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.