11 июля 2015 г.
Чулхула облаçĕнче иртнĕ «Атăлçи уй кунĕ – 2015» форумне, кăçалхипе улттăмĕш хут пулнăскере, округри регионсен ертÿçисем, федераци тытăмĕпе аталану финанс институчĕн представителĕсем, ял хуçалăх таварне туса илекенсем хутшăннă. Кунтах ăратлă чĕрчунсен тата ял хуçалăх техникин куравĕ иртнĕ. Чăваш Республикине халалланă стендра апат-çимĕç тата тирпейлекен чи лайăх предприятисем кăларакан изделисен ассортименчĕпе паллаштарнă. Курава хутшăнакансем Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцине те тутанса пăхма пултарнă.
Атăлçи уй кунĕ йĕркипе Раççей Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Раççей Ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев хутшăннипе агропромышленность комплексне аталантарассипе канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш ен Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хутшăннă.
Канашлура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси, патшалăх пулăшăвне ÿстересси пирки калаçнă. Михаил Игнатьев регионсене субсидисем уйăрассипе хăйĕн шухăшне сĕннĕ, хамăр республикăра хăмла ÿстерессине аталантарма пулăшу ыйтнă.
Раççей Ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май пирĕн республика отрасле аталантарассипе аван ĕçленине каланă. «Чăваш ен рынокри лару-тăрăва шута илсе ял хуçалăх производствинче ырă ÿсĕмсем кăтартать. Республика вăхăт таппипе тан пырать», – тенĕ вăл.
Кăçалхи январь – май уйăхĕсенче республикăра ял хуçалăх производствин индексĕ 102,1 процентпа танлашнă. Çаврăнăша кĕртмен çĕрсем суха пуссин 5 проценчĕ кăна. Отрасльти ÿсĕм аграри секторне инвестицисем явăçтарнипе, пысăк продуктивлă предприятисем йĕркеленипе, патшалăх енчен курăмлă пулăшу кÿнипе çыхăннă.
С.СВЕТЛОВА.