Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхра юрату çăлать

11 июля 2015 г.

Йывăрлăхра юрату çăлать

Раççейре Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ çĕнĕ уявсенчен пĕри (2008 çултанпа паллă тăваççĕ) пулсан православи чиркĕвĕ çак куна телейлĕ мăшăрлану хÿтĕлевçи пек 800 çула яхăн сума сăвать.

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте çемье телейĕшĕн, çирĕплĕхĕшĕн Турăран пил ыйтма кăçал уяв кĕллине чылаййăн хутшăннине палăртрĕ. Уяв йĕркеленĕвне хывăннă Петрпа Феврония çветтуйсен юрату историйĕ чăнахах та пурнăç, хутшăнусем çине урăхларах пăхма хистет. «Шел те, паян обществăра нумай чухне пуянлăх, мăнаçлăх пуç пулса тăрасшăн. Çавăнпа та халăха, ачасене кăтартуллă тĕслĕх никĕсĕ çинче воспитани памалла», – терĕ Александр атте ЗАГС пайĕнче нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесене чыслас уява хутшăннă май тата пурне те уяв ятĕнчи пахалăхсене упрама чĕнсе.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ачисене пăхман, ютра пăрахса хăваракан амăшĕсем пурри пирки пăшăрханса каларĕ. «Вĕсене усрав çемьесене, опекăна паратпăр пулин те ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса ÿснине нимĕн те çитмест», – терĕ вăл.

Леонид Григорьевич ырă самантсем çинче те чарăнса тăчĕ. Нумай ачаллă çемьесем йышланни, ачасем ытларах çурални малашлăха шанăç çуратать. «Чăваш çыннисем ĕлĕкренех пĕрне-пĕри пулăшса пурăннă, çемьере те çаплах пултăр», – ăнăçу сунчĕ вăл.

Патшалăхăн ячейкин тăнăçлăхĕ, паллах, хутшăнусен çирĕплĕхĕнчен нумай килет. Чыслава чĕннĕ çемьесем çакна аван пĕлеççĕ.

Вăрман Кипекри Ольга Федоровнапа Михаил Николаевич Павловсен çемйине акă йывăрлăхĕ те, инкекĕ те пĕрре кăна килсе шаккаман. Ÿстерсе вĕрентсе çын тунă, çемьелентернĕ хыççăн икĕ ывăлĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕç. Калама çук пысăк хуйха йышлă çемье (пĕтĕмпе çичĕ ачана кун çути панă) пĕрле чăтса ирттерчĕ, йывăр вăхăтра пĕрле пулчĕ.

Михаил Николаевича ку тăрăхра Енĕшри тулли мар вăтам шкула нумай çул ăнăçлă, кăтартуллă ертсе пынипе кăна мар, ăста музыкçă пулнипе те аван пĕлеççĕ. Купăс калас таланчĕ манпа пĕр класра вĕреннĕ ывăлĕнче те туллиехчĕ.

40 çул вăй хунă Михаил Николаевич ачасене пĕлÿ парас ĕçре. Икĕ хутчен социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи (1974, 1975 ç.ç.), Ĕç ветеранĕ, Хисеп хучĕсем туллиех.

Ольга Федоровна ĕмĕрĕпех суту-илÿ тытăмĕнче тимленĕ. «Чăваш АССР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» палла тивĕçнĕ. I тата II степеньлĕ Амăшлĕх медалĕпе, III степень Амăшлĕх мухтавĕн орденĕпе наградăланă.

Пĕр çулпа вĕсем 45 çул ытла алла-аллăн утаççĕ. Паян ачисемпе, куç тулли мăнукĕсемпе савăнаççĕ.

Ярмушкари Сорокинсен те çемье стажĕ пĕчĕкех мар – 44 çул.

Геннадий Илларионовича район çыннисем çуралнă ял тăрăхне нумай çул ертсе пынипе, ял территорине аталантарассипе чылай тăрăшнипе аван пĕлеççĕ. Анчах та Геннадий Илларионович яланах муниципаллă служащи пулман, ĕç стажĕн пысăк пайĕ унăн вĕрентÿ тытăмĕнче иртнĕ. Калининăри СПТУра, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Пилĕк çул Аçăмçырминчи шкулта физкультурникра, çичĕ çул Хăмăшри, вунтăхăр çул Ярмушкари шкулсенче вăй хунă. Унăн ял администрацийĕнче ĕçленĕ вăхăтра та, педагогика ĕçĕнче те тивĕçнĕ грамотăсем чылай. Виçĕ ачинчен иккĕшĕ ашшĕн çулĕпе кайнă – педагогсем.

Мăшăрĕ, Венера Митрофановна, 43 çул сывлăх сыхлавĕн сферинче тăрăшнă. Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухсан Кÿлхĕрринчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тимлеме тытăннă, хыççăн чылай çул Ярмушкари ФАП пуçлăхĕнче тимленĕ. Ку тăрăхри нумай-нумай çынна эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сипленĕ.

Çĕньял Хапăсри Елизавета Петровнапа Петр Тимофеевич Тимофеевсен те çемье традицийĕсем пуян. Кунтан акă почтальонсен династийĕ йăл илнĕ. Елизавета Петровна 35 çул кашни киле хаçат-журнал валеçнĕ. Халĕ ун ĕçне Еленăпа Лидия хĕрĕсем малалла тăсаççĕ. Вĕсем те амăшĕ пекех халăх хисепĕнче.

Петр Тимофеевич Калинино училищинче тракторист профессине алла илнĕ. Ĕç çулне «Западная Капитальная» шахтăра пуçланă. Унтан – тăхăр çул Вăрнарти хими заводĕнче, хыççăн – «Вурнарский» откормсовхозра. Кăтартуллă, тĕслĕхлĕ ĕçшĕн нумай хутчен премисене, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Коммунизмла ĕç ударникĕ, Ĕç ветеранĕ, социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи, 9-мĕш тата 10-мĕш пилĕкçуллăхсен ударникĕ. Кăкăрне «Ĕçре палăрнăшăн» медаль илемлетет.

Тимофеевсем, 59 çул пĕрле утаканскерсем, пĕр ывăлпа тăватă хĕр çитĕнтернĕ. Йышлă ачисем, мăнукĕсем вĕсене чечек çыххи ăшне турĕç, ăшшăн саламларĕç.

Павловсем те, Сорокинсем те, Тимофеевсем те «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсене тивĕçрĕç.

Çак çемьесем, паллах, паянхи ăрăва çемьери хутшăнусене упрама вĕрентекен тĕслĕх вырăнĕнче. Зала пухăннă çамрăк çемьесем çакна аван ăнланаççĕ. Вĕсем тинтерех мăшăрланнă пулин те пĕрлĕхре çирĕплĕх пулнине ăнкараççĕ. Ашшĕсем, аслă ачисем тин çеç кун çути курнă шăллĕ-йăмăкĕсене çупăрланине пăхма ытла та кăмăллă.

– Районта ачаллă çемьесене пулăшасси уйрăм тимлĕхре. Акă кăçалхи çур çулта кăна вĕсене 36 млн ытла тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Раççейре, Чăваш енре иккĕмĕш, виççĕмĕш е хыççăнхи ачасем тĕлĕшпе йышăннă программăсем çамрăк çемьесене ура çине тăрас ĕçре самаях пулăшаççĕ, – палăртрĕ халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина хушма пулăшупа 326 çемье усă курнине пĕлтерсе.

Вăрнарти Иринăпа Юрий Анисимовсен çемйинче кăçал акă виççĕмĕш, Татьянăпа Валерий Романовсен тăваттăмĕш (пĕри усрав ача), Тăвальушкăнь Ялтăрари Натальяпа Владимир Алексеевсен тăххăрмĕш ачисем кун çути курнă. Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче вĕсем республикăри амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене тивĕçрĕç.

– Ачасене ÿстерме çăмăл мар. Анчах та çак тивĕçе таса чунпа, чыслăн пурнăçламалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

Чыслава районти культура çурчĕн артисчĕсем Анна Васильевапа Алина Евдокимова юрăсемпе илем кÿчĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика