11 июля 2015 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Самарта ĕçлĕ визитпа пулнă май округ Канашĕн ларăвне – ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă – хутшăннă.
Унта хальхи условисенче экстремизмпа тата терроризмпа кĕрешес сферăри наци хăрушсăрлăхне тивĕçтересси тĕп тема пулнă. Михаил Бабич терроризмпа пĕтĕм тĕнче питĕ вăрах тата яланах ăнăçлах мар кĕрешнине палăртнă. «Терроризмăн тĕп тĕллевĕ – халăха хăратасси. Акцисенче çынсене май килнĕ таран ытларах пĕтересси», – тенĕ вăл.
Михаил Бабич терроризмпа кĕрешес тĕлĕшпе влаçăн пĕтĕм шайĕнчи органĕсен тата граждан обществин тăрăшулăхĕпе çине тăраслăхне пĕрлештермеллине каланă. «Пирĕн оппонентсем деструктивлă идеологие сармалли çулсем шыраççĕ. Пирĕн çĕршыва хирĕç чăн-чăн информаци вăрçи пырать. Çакнашкал условисенче управленин хальхи вертикальне кăштах улăштармалла, ку вертикальпе тĕп сыпăк регион тата муниципалитет шайĕсенчи комиссисем – террорпа кĕрешекеннисем – пулмалла», – тенĕ Михаил Бабич.