11 июля 2015 г.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çулçÿрев правилисене тата
Уголовлă кодекса кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç
Руль умĕнчи ÿсĕр водитель – преступник
Малашне ÿсĕрле руль умне ларнăшăн уголовлă майпа явап тыттарма пуçлаççĕ. Унччен те ÿсĕрле çула тухнине тупса палăртнă çынна тепре çулталăкран е правасăр тепре çаклансан (е медицина свидетельстви тухма килĕшмесен) тĕрмене те лартма пултараççĕ. Кунсăр пуçне, унччен судпа айăпланнисем ÿсĕрле тепĕр хут çулçÿрев правилисене пăссан тата асăрхамасăр çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿрсен, пĕр е ытларах çынна вĕлерсен икĕ çуллăха тĕрмене хупма пултараççĕ.
Кунсăр пуçне, çул çинче пулнă транспорт инкекĕнче çын вилнĕшĕн айăплă ÿсĕр водительсене тата та çирĕпрех айăплав пулать. Хальччен РФ Уголовлă кодексĕпе аварире 1 çын вилнĕ тĕслĕх пулсан, куншăн айăплине 7 çул таранах ирĕк прависĕр хăварма пултарнă. Халĕ вара, саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн, çак айăплав 2 çултан пуçласа 7 çул таран (асăрхăр: чи пĕчĕк срока палăртнă) тĕрмене хупма пултараççĕ. Аварире вилнисем 2 çынран ытларах пулсан, çакăншăн айăплине 4 çултан пуçласа 9 çул таранах тимĕр решеткеллĕ алăк хыçне лартаççĕ. Унччен ку айăпшăн тивекен наказанин чи пĕчĕк срокне палăртман пулнă.
Европротоколсемпе – инспекторсемсĕрех
Çул çинче пулнă пĕчĕк пăтăрмахсемшĕнех çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсене чĕнмесен те юрать – водительсен хăйсен европротокол çырма ирĕк пур. Анчах çакна асра тытмалла: пĕчĕк аварире никам та айăпланман пулсан кăна çак меслет юрăхлă. Кам та пулин суранланнă, машинăсем самаях сиенленнĕ пулсан вара полиципе васкавлă пулăшăва чĕнсе илмеллех.
Аварире икĕ автомобиль сиенленнĕ, водительсен ОСАГО полисĕсемпе нимĕнле проблема та çук пулсан, айăпа кĕмен водителĕн машини 50 пин тенкĕрен сахалтарах суммăлăх кăна сиенленнĕ чухне, çул çинчи транспорт инкекĕ çинчен извещени бланкне çырса тултарсан та çителĕклĕ. Ку правило унччен те вăйра пулнă, ăна ун чухне «Европротокол» тенĕ.
Çĕнĕлĕх вара урăххинче: аварире машинăсем 50 пин тенкĕрен ытларах суммăлăх сиенленнĕ пулсан та (е водительсенчен пĕрин КАСКО полисĕ тата ГИБДД справки кирлĕ пулсан), кун пек чухне ГИБДД инспекторне чĕнсе илмесен те юрать. Авари пулса иртнĕ хыççăн çывăхри ДПС постне пымалла кăна, кунта сире пĕтĕм документсене хатĕрлесе парĕç.
Инкеке лекнĕ икĕ водитель хушшинче килĕшÿлĕх çук чухне ГИБДД шăнкăравламаллах пулать, вара эсир пĕлтернĕ адреспа инкек пулнă вырăна патруль машини хăех килет, документсене вырăнтах туса параççĕ. Машинăсене авари пулса иртнĕ вырăнтан çул хĕррине куçарса лартиччен малтан аварине фотоÿкерчĕксем туса е видеопа ÿкерсе юлмалла, инкек мĕнле пулса иртнине курнисен ячĕсемпе хушамачĕсене, адресĕсене çырса хумалла.
Фликерсем тата штрафсем
Тĕттĕм вăхăтра çул тăрăх утакан çуран çынсен малашне çĕрле çутатакан элементлă (фликерсем) тумтир тăхăнмалла пулать, машина çутипе вăл аякранах çуран çын çул çинче пуррине кăтартать. Ку çĕнĕ йĕркене пăхăнманнисене айăплаççĕ – 500 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Ку правило хула тулашĕнчи трассăсем çинче кăна вăйра пулать.
Ачасене – çĕнĕ автобуссем
Саккуна кĕртнĕ тепĕр çĕнĕлĕх – ачасене турттаракан автобуссене пырса тивет. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10 çултан «ватăрах» автобуссемпе ачасене турттарма юрамасть. Çавăн пекех ачасене турттаракан автобуссене тахографсемпе, спутник навигацийĕн ГЛОНАСС е ГЛОНАСС/GPS аппаратурăпа тивĕçтермелле.
Кунсăр пуçне ачасене 3 сехетрен ытларах вăхăт хушши автобуспа турттарнă чухне вĕсемпе пĕрле автобус çинче медицина ĕçченĕн пулмалла тата апат-çимĕç продукчĕсен пуххине пĕрле илмелле.
Çавăн пекех 7 çула çитмен ачасене 4 сехетрен ытла автобуспа турттарма юрамасть.
В.ПЕТРОВ,
«Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.