Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçасăр юлас мар тесен…

11 июля 2015 г.

Юлашки вăхăтра республикăра пурăнакансен банк карттисенчен укçа çухалнă тĕслĕхсем ÿснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа преступленилле 425 ытла тĕслĕхе шута илнĕ.

Картта çинчи укçа-тенкĕне мушенниксенчен мĕнле сыхламалла-ха? Кун пирки Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ, полици подполковникĕ С.Николаев ăнлантарать:

– Паян кашни çыннăн тенĕ пекех банк карттисем пур. Анчах та унти укçа-тенкĕне преступниксен аллине парас мар тесен граждансен нихăçан та тимлĕхе çухатмалла мар. Аса илтерес килет: ПИН-кодсене карттăпа пĕрле упрани е картта çине çырса хуни, ăна ют çынсене пĕлтерни е карттăна тепĕр çынна усă курма пани, операцисем пурнăçланă чухне ПИН-кода пурте курмалла çырни вăрăсем валли çул уçать.

Анлă сарăлнă тепĕр тĕслĕх – преступниксем реквизитсене вулама тата суя карттăсем хатĕрлеме картоприемнике е клавиатура çине мĕнле те пулин устройствăсем (СКИМЕР) вырнаçтарни. Суту-илÿ вырăнĕсенче, ресторан-кафесенче те мушенниксем çак схемăпах усă курма пултараççĕ.

Картта çинчен укçа çухалнă кашни пиллĕкмĕш тĕслĕх «Мобильлĕ банкпа» çыхăннă. Сумма тĕрлĕрен – 500 тенкĕрен пуçласа темиçе вунă пин тенкĕ таран. Укçа-тенкĕ хăй вăхăтĕнче ку тивĕçтерÿпе усă курнă абонент номерĕсенчен çухалать. Инкек тÿсекенĕсем ытларах «Раççей Перекет банкĕ» АУО-н карттисемпе усă куракансем.

Ку преступленисене уçса панă тата уголовлă ĕçсене тĕпченĕ май çакă палăрать: телефон номерĕн хуçи улшăннă май, çĕнĕ абонент малтанхи çыннăн «Мобильлĕ банкне» нимĕнле парольсĕр, кодсăр, ирĕклĕн кĕме пултарать. Çавăнпа та номере улăштарнă чухне, енчен те вăл «Мобильлĕ банкпа» çыхăннă пулсан банка кайса ку тивĕçтерĕве сÿнтересси пирки заявлени çырмалла.

Преступниксен тепĕр ултавлă çулĕ – çынсем патне çывăх тăванĕсем е шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем пек шăнкăравласа хăйсем инкеке лекнĕ тесе суйса пĕлтерни, асăннă номер çине укçа-тенкĕ куçарма е ятарласа янă çынна парса яма ыйтни. Ку тĕслĕхрен уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсем шар кураççĕ. Мушенниксем хăйнеевĕрлĕ психологсем, вĕсем çын хăйĕн çывăх тăванĕсемшĕн нимĕн те хĕрхенменнине, «усал хыпара» илтнипе çухалса кайса мĕн хушнине веçех пурнăçланине аван пĕлеççĕ. Çакă вĕсене ал майлă та.

Кун пек чухне лăпкăлăха çухатмалла мар. Çывăх тăванăр «инкеке лекнине» пĕлтерсен ун патне шăнкăравлăр. Енчен те ун телефонĕ ĕçлемест пулсан, ытти тăван патне, ĕçтешĕсем, юлташĕсем патне шăнкăравлăр.

Сирĕн мăнук е ывăл чăннипех полицире е вăл çул-йĕр инкекне лекни, е преступлени туни çинчен «Вурнарский» пайĕн дежурнăй чаçне 88353725002 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Мушенниксем правăна хирĕçле ĕçсене Интернетра та тума хăтланаççĕ. Çынсем тĕрлĕ сетьре суту-илÿ пирки пĕлтерÿ вырнаçтараççĕ е ку е вăл тавара туянасшăн пулаççĕ. Преступниксем укçана хăйсен счечĕ çине куçарма тĕрлĕ мелсем шыраса тупаççĕ.

Акă районта пурăнакан пĕр çын июнĕн 19-мĕшĕнче сайта трактор сутасси пирки пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Кăшт вăхăтран ун патне палламан çынсем шăнкăравланă, техникăна хăвăртрах туянасси пирки пĕлтернĕ, укçине маларах тÿлесе хуратпăр тесе сутуçăн телефонĕ çине ярса пама картта номерне тата пароле пĕлтерме ыйтнă. Çавăн пекех укçа куçтăр тесе банк карттин счечĕ çинче 40000 тенкĕ пулмалла тенĕ. Арçын 42000 тенкĕ куçарса панă, ултавçăсем патне шăнкăравласа парольне пĕлтернĕ çеç, ун банк счечĕ çинчен 40000 тенкĕ йĕп пек çухалнă.

Преступниксен тата тепĕр мелĕ – мушеннисем гражданина унăн банк карттине хупнă, ун çинчи укçапа палăртнă операцисем пурнăçламалла тени. Кун пек чухне те çухалса каймалла мар. Укçана палăртнă номер çине куçарма ан васкăр. Банк картти çинчи хăрушсăрлăх службин номерĕпе информацие шăнкăравласа тĕрĕслĕр.

Мушенниксенчен шар курас мар тесен тимлĕхе ан çухатăр. Банк карттисемпе асăрхануллă пулăр.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика