11 июля 2015 г.
Çĕрулми çулçисем çинче тĕксĕм хăмăр пăнчăсем курăнма пуçларĕç-и – эппин, вăл альтернариозпа чирлес хăрушлăх пур.
Чир аялти çулçăсенчен аталанма тытăнать. Тĕксĕм хăмăр пăнчăсем ÿссе пынă май çулçăна типĕтсе лартаççĕ. Тимлĕрех пăхсан хăрнă çулçă çинче çаврака йĕрсем палăраççĕ.
Альтернариоз шăрăх çанталăкра, çилпе, сывлăшпа, хурт-кăпшанкăсем урлă, начартарах аталаннă ÿсентăранра хăвăрт сарăлать. Çавăнпа та пирвайхи мерăсем йышăнмаллах: пусă çаврăнăшне пăхăнмалла, анана çум курăкран тасатмалла, вăрлăха имçамламалла, биопрепаратсемпе усă курма юрать. Чирпе кĕрешме пулăшакан препаратсем (0,2 – 0,3 процентлă раствор) – «Новозри», «Танос», «Утон», «Купроснот».
Н.ЕРМОЛАЕВА,
Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх центрĕн
тĕп агрономĕ.