11 июля 2015 г.
Эпĕ Авăрçырми ялĕнче пурăнатăп. Хальхи вăхăтри пурнăç ĕлĕкхипе танлаштарсан мана питĕ савăнтарать. Анчах та çав вăхăтрах кулянмалли те пур.
Эпĕ кашни çулах «Чăваш хĕрарăмĕ» тата «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата çырăнса илетĕп. Кашни килмессеренех пĕр статья сиктермесĕр вулатăп. Çавна май районти тата республикăри хыпарсене пĕлсе тăратăп. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те, çавăн пекех ялсенче те, çул сарас ыйту çине тимлĕ пăхаççĕ. Пирĕн ял тăршшĕ 1 км ытла, анчах асфальт сарман. Çумăр çунă чухне, йĕпе-сапа вăхăтĕнче пылчăк çăрса ывăнатпăр, кунсерен сĕте те ял пуçне çити йăтса кайма тивет.
Эпир, ял халăхĕ, темиçе те ял администрацинче ĕçлекенсемпе калаçса пăхнă. Вĕсем укçа проблеми пирки калаççĕ. Выльăхсем усрама çÿремелли вырăнсем нумай пирĕн. Çамрăксем хуларан килес текенсем те пур, анчах ялта асфальт çул çук пирки çуралнă вырăнта çуртсем лартасшăн мар. Ял ватăлса пыни çакăнтан та килет.
Эпир, ватăсем те, ĕне усратпăр, ытлашши сĕте леçме питĕ йывăр. Хĕллехи вăхăтра яла çул хырса параççĕ-ха, уншăн та питĕ савăнатпăр. Çавăнпа районти пуçлăхсемпе пĕрле вырăнта ĕçлекенсем тăрăшса хытарнă çул та пулин туса парсан тем пекех тав сăмахĕ калăттăмăр.
Ял халăхĕ ыйтнипе–
Антонина ПЕТРОВА.