11 июля 2015 г.
«Советская Чувашия», ЧПТРК тата Чăваш наци телевиденийĕ пĕрле хатĕрленĕ материал театрсенче, библиотекăсенче тата районти культура çурчĕсенче пулса иртекен ырă улшăнусемпе паллаштарать
Ĕмĕтсем пурнăçланакан çуртра
Чăваш патшалăх пукане театрне юлашки 20 çулта пуçласа тĕпрен юсанă. Стиль, илем тата хăтлăх – ун сăнне паян çак виçĕ сăмахпа палăртма пулать. Куракансен залĕнче меллĕ кресло-трансформерсем, картлашкасем çинче – пандуссем, çĕнĕ çутă техника оборудованийĕ вырнаçтарнă, сценăн тарăнăшне пысăклатнă. Халĕ спектакльсене пăхма самай интереслĕрех.Театра юсама 30 миллиона яхăн тенкĕ тăкакланă.
– Инвестицисем таврăнĕç. Чăваш, вырăс халăхĕсен культурине ачасен пĕчĕкрен ăша хывмалла, вăл шутра – Интернетра çеç мар, сцена искусстви урлă та, – терĕ Михаил Игнатьев.
Театрта воспитани ролĕ пирки пĕр минут та манмаççĕ. Реконструкци вăхăтĕнче те алăк çине çăраççи çакман. Спектакльсене малтан репетицисем ирттернĕ пĕчĕк сцена çинче кăтартнă. Раççей тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш халăх артистки Надежда Алферова актерсен аллинчи пуканесем ачасен чи çывăх юлташĕсем тата канашçисем, ырра вĕрентекенсем тесе шутлать, вĕсем паян обществăра чăнахах çитмеççĕ.
Театр пурин валли те
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа калаçу малалла К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тăсăлчĕ. Кунта ăна Алексей Дудорев пьеси тăрăх çамрăк режиссер Наталья Сергеева лартакан «Мана ан пăрахса кай» спектакль репетицине чĕнчĕç. Регион ертÿçине театр директорĕ Юрий Владимиров тата художество ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев кĕтсе илчĕç.
Çурта кĕнĕ çĕрте пандус вырнаçтарнă, шалта – айлăмлă подъемник, вăл гардероба анма пулăшать, курав залне вертикальлĕ лифт илсе çитерет. Залра тата кассăра япăх илтекенсем валли индукци çекĕлĕсем вырнаçтарнă. Фойере информаци табловĕ техника хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллипе, çавăн пекех актерсемпе тата театр репертуарĕпе паллаштарать. Курав залĕн аякри речĕсенче коляскăллă инвалидсем валли ятарлă вырăнсем уйăрнă. Кусене пĕтĕмпех «Пурте усă курма юрăхлă хутлăх» республика программипе пурнăçланă.
– Хевтесĕр çынсем театра ытларах çÿреме пуçларĕç. Вĕсене кунта паян хăтлă, меллĕ, – палăртрĕ Михаил Игнатьев.
Театрта çĕнĕ сасă, çутă техникин тата сцена оборудованине, çĕнĕ креслăсем çинче синхронлă куçарăва итлеме наушниксем вырнаçтарнă.
Михаил Игнатьев чăваш драма театрĕн сценин корифейĕсемпе – СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа, Раççей тата Чăваш халăх артисткисемпе Нина Яковлевапа тата Нина Григорьевапа, çамрăк мастерсемпе ăшшăн калаçрĕ.
– Паянхи тĕнче спектакльсене çĕнĕлле лартма хистет, анчах сирĕн пултарулăх, чуна парса ĕçлени, творчество вĕçевĕ чакмасть, – терĕ вăл.
Калаçу наци культурине аталантарас çулсем, культура эткерлĕхне тата йăлисене сыхласа хăварасси çине куçрĕ. Сцена ветеранĕсем тата çамрăк актерсем Михаил Игнатьева пултарулăх ушкăнĕн ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ те сăнне улăштарать. Фасада çĕнетнĕ. Коридорсенче энергие перекетлекен лампăсем вырнаçтарнă. Халĕ тĕп картлашкасем тăрăх çĕнĕ перилăсене пула хăпарма меллĕ. Фойере – çĕнĕ тĕкĕрсем. Курав залĕнче стенасене сăрланă, 900 çĕнĕ кресло вырнаçтарнă. Сцена çине экран лартнă, ун хыçĕнче – икĕ хăватлă видеопроектор. Фильмсем пăхма, экранпа эффектлă декорацисем валли усă курма пулать. Реконструкци тапхăрпа пурнăçланать. Тĕп юсава Шупашкарăн 550 çулхи юбилейĕ тĕлне тăвĕç.
Библиотекăна çÿрени модăпа тан
Чăваш наци библиотеки паян – нумай функциллĕ универсаллă культура учрежденийĕ. Çакна çурт патне çитерекен картлашкасенченех хаклама пулать.
Наци библиотекинче икĕ миллион ытла кĕнеке, 80 пине яхăн краеведени тата ытти документсем. Çурри ытларахăшĕ – чăвашла. Ачасем кунта сайра тĕл пулакан изданисене, кĕнекесемпе хаçатсене цифра чĕлхине мĕнле куçарнине курма пултараççĕ. Паллă художниксен ĕçĕсем вырăн тупнă зал-галерея тăрăх çÿреме пулать. Коридорта е ăнсăртран паллă ученăйпа, писательпе, композиторпа тĕл пулатăн.
Библиотека директорĕ Светлана Старикова Михаил Игнатьева залсем, библиотека управĕ тăрăх кăтартса çÿрерĕ. Ак «Интеллектуариум» – педагогсем, 1–6 çулсенчи ачасемпе ашшĕ-амăшĕ пĕрлехи занятисем ирттерекен пÿлĕм.
– Мĕнле те пулин сĕнÿсем пур-и? – кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев.
Ачапа декретра ларакан Анна Скворцова çапла хуравларĕ:
– Çакна йĕркелекене пысăк тав. Ача-пăча пÿлĕмĕнчи вăйăсем тата пособисем хаклă, вĕсене кашни çемьех туянаймасть. Эпир вара кунта тÿлевсĕр çÿретпĕр, Интернет урлă çырăнатпăр. Ачасем кăмăллă.
Михаил Игнатьев калашле мĕнпур чăваш культури валли Европăна çул уçнă Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айгин залĕнче каллех кăмăллă самант кĕтрĕ. СССР Писательсен союзĕн членĕ, ЧПУ профессорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Артемьев хăйĕн «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кĕнекине парнелерĕ. М.Игнатьев автора пысăк ĕçшĕн тав турĕ, Константин Иванов хăйĕншĕн чи юратнă поэт пулнине, «Нарспи» поэма ĕç сĕтелĕ çинче выртнине палăртрĕ. «Пусран тенкĕ пуçтарăннă пекех вуланă кашни йĕркерен ăс пухăнать», – терĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан.
Культура вучахĕсем
Библиотекăсене культура вучахĕ тесе калаççĕ. Вĕсем çынсене çутă пĕлÿ тата калаçу ăшшине парнелеççĕ. Паян республикăра 537 вулав çурчĕ. Пуринче те тенĕ пек компьютерсем пур. 90 ытла проценчĕ Интернетпа çыхăннă. Раççейĕпе ку кăтарту вăтамран 27,5 процентпа кăна танлашать.
Уйрăмах ял библиотекисен ролĕ пысăк. Нумайăшĕ районти тата ялти культура çурчĕсенче вырнаçнă. Юлашки пилĕк çулта кунашкал 200-е яхăн учреждение юсанă, оборудованипе тивĕçтернĕ. Михаил Игнатьев пулнă Çĕрпÿри культура çурчĕн сăнне çĕнетме 11 млн тенкĕ тăкакланă. Хăнасене кунта Печкин почтальон кĕтсе илет. Ун сăмсине сăтăрни ăнăçу кÿрет иккен. Аллинче – Константин Ивановăн кĕнеки. Пурнăç кунта вĕрет кăна. Экскурсисем, куравсем, конкурссем, концерт-спектакльсем иртеççĕ. «Шаг за шагом» ансамбль ертÿçисем – пĕр тăван Алексейпа Евгений Александровсем акă ТНТ канал ирттернĕ ташă конкурсне хутшăннă.
Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Чăваш енре культура çĕкленсе пынине палăртрĕ.
– Çĕнĕ литература тата музыка произведенийĕсем çырăнаççĕ, творчество коллективĕсем, çĕнĕ ятсем çуралаççĕ. Чăваш ен Раççейре пурăнакан ытти халăх культурипе пуянланать, хăй те вĕсемшĕн хавхалану çăлкуçĕ пулса тăрать, – терĕ вăл.
«Советская Чувашия» хаçатран.