Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн канма вăхăт çук

08 июля 2015 г.

Çĕр ĕçченĕн канма вăхăт çук

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тимлекенсен уявĕнче, Акатуйĕнче Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх лидер дипломĕсене илнине кашнинчех савăнса сăнатăн. Пĕлтĕр ав вĕсем тĕш-тырăран рекордла тухăç илнипе палăрчĕç, кăçал çавалкассен уйĕсем чи чапли тесе палăртрĕç. Халĕ ак симĕс ĕççинче те чи маттуррисем пулчĕç.

Нумай çул ÿсекен курăксем 430 гектар йышăнаççĕ. 42 гектарне вăрлăх валли хăварнă, ыттине йăлтах çулса илнĕ. 475 тонна утă хатĕрленĕ. 3450 тонна сенаж хывнă. Выльăх апатне тулăх, кĕске вăхăтра хатĕрлес ĕçре механизаторсем яланхиллех пĕтĕçÿллĕ тăрăшнă. Сергей Кириллов, Александр Кириллов, Николай Николаев, Сергей Петров, Леонид Хрисанов, Александр Зайцев, Владимир Степанов хуçалăхăн тĕп шăнăрĕ шутланаççĕ те ĕнтĕ.

Хуçалăхра выльăх йышне пин пуçран ирттернĕ, вăл шутран сăвакан ĕнесем 295. Ирĕкре çÿременрен выльăхсем валли фермăна кунсеренех симĕс курăк турттарса тăраççĕ. Эдуард Абрамовпа Иван Григорьев хăйсен тивĕçне тĕплĕ пĕлеççĕ.

Умра – черетлĕ хĕрÿ тапхăр. К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра вырмана хатĕрленсе пысăк ĕçсем пыраççĕ, рабочисем складсене тасатаççĕ, паян-ыран дезинфекци ĕçĕсене пуçăнмалла. Валерий Шумилов председатель кăçал тыр-пул уйĕсенче виçĕ комбайн ĕçлессине палăртрĕ.

Çакна та ырламалла. Хуçалăхăн йĕтемĕнче çĕнĕ тырра йышăнма тепĕр склад çĕкленсе ларнă. Тăкакĕсене туллин шутламан-ха, анчах та çавалкассен «сарă ылтăна» упрассипе чăрмав пулмĕ.

Коллективăн тепĕр ушкăнĕ çĕр хатĕрлессипе тимлет. Кăçал кĕрхисене 350 гектар акма палăртнă. Ку лаптăксенче, питомникра çум курăкпа кĕрешес ĕçсем пыраççĕ.

Капла пăхсан тыр-пул уйĕсем таса, тикĕс курăнаççĕ. Анчах та Валерий Филипповича кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен сахалтарах пулма пултарасси пăшăрхантарать. Ку тăрăхра çумăр шÿтермелле 3–4 кун каялла çеç пуçласа çунă...

Çапах та çĕр ĕçченĕсем пурпĕр хуçалăх ырлăх-пурлăхĕшĕн малалла талпăнаççĕ. Çĕнĕ технологисене, шухăшсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Симĕс удобрени валли акă 100 гектара яхăн тÿрремĕн горчица акаççĕ. Ачасене шкул саккинченех ял хуçалăх производствипе паллаштарас-туслаштарас тĕллевпе ĕçлев центрĕ урлă ĕçе хăнăхтараççĕ. Çамрăксене хавхалантарасси йăлара. Андрей Осипов акă икĕ хутчен Чăваш ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.

– Ĕçлекенсем пулсан, вĕсем çĕре чунтан парăнсан, аталану çулĕпе сулмаклăн утăпăр, – тет Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Шумилов.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика