08 июля 2015 г.
Пурнăçра йывăр самантсем сиксе тухсассăн мана яланах кукамайăн йăмăкĕ Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те унтах пурăнакан Елизавета Никоноровна Никонорова аса килет. 1920 çулта çуралнăскере Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нушипе тертне тÿссе ирттерме пÿрнĕ.
Пиччĕшне Алексея вăрçа илсе кайнă, хуçалăхри пĕтĕм йывăр ĕç Лисук хулпуççийĕ çине тиеннĕ, аслă аппăшĕ вăрçăчченех качча тухнă, амăшĕ пушара пула хуйхăпа суккăрланса ларнă. Кунĕн-çĕрĕн колхоз уйĕнче вăй хунă. Сăр шывĕ хĕррине окопсем чавма кайсан мĕн чухлĕ тертленнине аса илсен халĕ те куççулленет ватă çын. Вăрман касма ярсан ăçтан вăй çитернĕ-ши тесе хăйĕнчен хăй тĕлĕнет.
Ашшĕ-амăшĕ çирĕп сывлăх парнеленĕрен вăрçă терт-нушине çĕнтерсе мирлĕ пурнăçпа пурăнма пуçлать Елизавета Никоноровна. Пушара пула кĕлленнĕ кил-çурт вырăнне çĕнĕрен пÿрт лартма пултарать. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă пиччĕшне кĕтсе илеймест Никоноровсен çемйи. Çапла вара Лисук кил пуçĕ пулса тăрать. Кил-çурта пĕчченех тытса пырать. ,мĕрĕпех колхозра тăрăшать. Икĕ хĕр çуратса ÿстерет. Вĕсене вĕрентсе çын тăвас тесе тăрăшать. Ватă амăшĕ суккăр пулин те мăнукĕсене пăхса ÿстерме пулăшать. Аслă хĕрĕ Рая çĕвĕç ăсталăхне алла илсе тивĕçлĕ канăва кайичченех Вăрнарти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра ĕçлерĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ хыççăн Йĕпреç поселокĕнче ĕçлетчĕ. Анчах йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Питĕ хытă çапса хуçрĕ çак инкек ахаль те çулсем иртнĕ май хавшанă хĕрарăма. Елизавета Никоноровнăн куçĕсем курма пăрахрĕç. Хăлхисем те айванланчĕç. Çамрăк чух комбайн айне пулса амантнă урасем хуллен çеç пускалаççĕ. Апла пулин те ăс-тăн енчен маттур. Пулса иртнине веçех астăвать, сасран пурне те паллать. Кил-тĕрĕшре çын пулăшмасăрах уткаласа çÿрет. Виçĕ мăнукне ура çине тăма, вĕренсе тухма пулăшрĕ Лисук акка. Вĕсем кукамăшне çĕре çити пуç таяççĕ.
Елизавета Никоноровнăн кăкăрĕ çинче теçетке ытла медаль. Вăрçă вăхăтĕнче тылра хастар ĕçленĕшĕн те, мирлĕ вăхăтра колхоз ĕçĕнче маттур пулнăшăн та, вăрçă пĕтнĕренпе 40, 50, 60, 70 çул тултарнă ятпа панă медальсем те.
Халĕ ватă çынна аслă хĕрĕ пăхса пурăнать. Ют яла качча тухнă пулин те кашни кунах амăшĕ патне килет. Лисук акка çынсене питĕ тарават. Хăйĕн патне хăнана килекенсене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса ярать.
Эпир, çамрăксем, нумай чухне аслă ăрăвăн вăйĕнчен, сывлăхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Вăрçă вăхăтĕнчи, ун хыççăнхи йывăр çулсем пирĕн ветерансен чунĕсене çирĕплетнĕ. Чи кирли – вĕсем пурнăçа хаклама пĕлеççĕ, ыттисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вăрçă терт-нуши витĕр тухнă мухтава тивĕçлĕ çынсене мирлĕ пурнăçпа пурăнма Турри сывлăхне те вăрăм кун-çулне те туллиех патăрах.
Л.ПАВЛОВА.