08 июля 2015 г.
Раççей çыннисем хăйсен пурлăхне страхласси палăрмаллах ÿснĕ, пĕлтерет СОГАЗ пресс-служби. Экспертсен сăмахĕсем тăрăх, 2015 çулхи пĕрремĕш кварталта кăна 4,8 млн килĕшÿ çырнă, пĕлтĕрхинчен 35 процент ытларах.
Аналитиксем çавăн пекех хăш регионта çынсем харпăр хăй çурчĕсемшĕн тата пурлăхĕшĕн явап туйнине палăртнă. Чи нумаййи – Мускавра (граждансен 90 проценчĕн страховани полисĕсем пур). Лидерсен йышĕнче çавăн пекех – Мускав облаçĕ тата Чăваш Республики.
РОСГОССТРАХ компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрнарти пайĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов:
– Чи малтанах, Чăваш енре страхованин ку тĕсĕ анлă сарăлнă. СССРта 90-мĕш çулсен çуррийĕ таран, кайран Раççейре те çурт-йĕре страхласси обязательнăй майпа пурнăçланнă. Ку тытăм çĕршывăн чылай регионĕнче, вăл шутра Чăваш енре те, халăха харпăр-хăй пурлăхне тимлĕх уйăрма вĕрентнĕ. Харпăрлăхçăсем лайăх пĕлеççĕ – вĕсен çурт-йĕрне хăйсенчен ытла никам та хÿтĕлеймĕ. Мĕншĕн тесен юсав тата строительство ĕçĕсем паян çав тери хаклă.
Иккĕмĕшĕнчен, ку республикăри страховщиксен, вăл шутра РОСГОССТРАХ ĕçченĕсен те, активлă ĕçĕ. Чăваш енре пирĕн кашни районта пĕтĕмпе 29 страховани пайĕ ĕçлет. Уйрăм çынсем хăйсен пурлăхне ку компанире страхлассин пайĕ 68 процентпа танлашать. Страхлакан агентсем кашни яла çитеççĕ, вĕсене пурте паллаççĕ. Тепĕр чухне клиентсем иккĕленни те пулать, анчах та инкек-тем сиксе тухсан тÿлеве тивĕçсен çынсем пирĕн пата тав сăмахĕсемпе килеççĕ. Пĕлтĕр кăна пурлăха страхланишĕн республикăра пурăнакансене 35 млн тенкĕ тавăрса панă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта – 8 млн тенкĕ.
Сăмахран, нумаях пулмасть çил-тăвăл 19 районта алхаснă, çурт-хуралтăсене çĕмĕрсе пĕтернĕрен филиала 63 заявлени тăратнă, специалистсем халĕ вĕсен тăкакĕсене саплаштарассипе тимлеççĕ.