08 июля 2015 г.
Аякри чăваш ялĕнче
2015 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Александр II император Раççейре крепостла правăна пăрахăçлани çинчен калакан Указ кăларнăранпа 154 çул çитрĕ. Чăваш Республикинчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ – асăннă императорăн палăк-бюстне (1913 çул) уçнă пĕртен-пĕр ял. Çак статья вулакансене тĕлĕнмелле çав факт вăрттăнлăхне уçса парать.
Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ Чăваш Республикин историйĕнче хăйне майлă паллă вырăн йышăнать. Ăна Шăмăршăпа, ку чухнехи район центрĕпе, пĕр вăхăталла (тен, унран кăшт маларах та) 273 çул каялла (1642 çулта) Кокшайск уесĕнчи Чемăш вулăсĕнчен (халĕ – Мари Эл Республикин территорине кĕрет) куçса килнĕ çынсем пуçарса янă. Çак ялăн ыттисенчен уйăрса тăракан пĕр пысăк уйрăмлăх пур – тутар, ирçе тата вырăс ялĕсемпе кÿршĕллĕ пурăнса, кунта пурăнакансем хăйсен вăрăм кун-çулĕнче авалхи чăваш тĕнне – çут çанталăк вăйне ĕненес туртăма – сыхласа хăварма пултарнă. Çак ял хĕрĕсене калама çук илемлĕ ятсем панă, Нарспи, Эрнепи, Хĕрпике, Кÿльпинес, Сарпике, Арифе, Ильпинес, Кустини…
Çил арманĕсем тăваттă, кĕрпе арманĕсем виççĕ тан ĕçленĕ кунта. Ялта тимĕрпе ĕçлекен, тĕрĕ тĕрлекен, йывăç касса эрешлекен ăстаçăсем пайтах пулнă.
Ялти паллă çынсем
Виçпÿрт Шăмăршă çыннисем хăйсен ял историйĕпе çав тери мухтанаççĕ. Кунта çуралса ÿснĕ 250 ытла çамрăк аслă пĕлÿ илнĕ, вĕсенчен иккĕшĕ вара – Николай Митрофановпа Петр Падиаров – 1917 çулхи Октябрьти революцичченех Хусанти тĕн академийĕнче тата тĕн семинарийĕнче вĕренсе тарăн пĕлÿ илме пултарнă. Унсăр пуçне Петр Александрович 1915 çулта Хусанти çар училищинчен вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă Велла Мулендеев икĕ хутчен Георги хĕресĕн тата «çветтуй Анна» орден кавалерĕ пулса тăнă.
Çак ял çавăн пекех хăйĕн фольклор ушкăнĕпе паллă. 1995 çулта юрă-ташă ăстисем Францире пулса концертсем кăтартнă. Çак ялта Чăваш академи драма театрĕн ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, Чăваш ен культура министрĕ (1988–1992) Герольд Алексеев, Владимир Бараев поэт-фронтовик, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, Раççейри чи лайăх учитель ята çĕнсе илнĕ Александр Семенов тата ытти нумай паллă çынсем çуралса ÿснĕ.
Журнал страницисене уçнă май…
Çапах та историре паллă йĕр хăваракансем хушшинче чаплă çынсене кăна мар, чăн малтан «ахаль» çынсене, тепĕр чухне нимĕнпе те уйрăлса тăманнисене курма пулать. Калăпăр, Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнчи Архангел Микула чиркĕвĕн священникĕ Стефан Павлов. Унăн ырă ячĕпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çыхăннă, патша вăхăтĕнчи аслă империре вĕсем инçетри ялсенчи тĕттĕм халăха тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ. Вĕсенчен пĕрин çинчен 1913 çулхи июльте (утă уйăхĕнче) «Чĕмпĕрти епархи ведомоçĕсем» журналта тĕплĕн çырса кăтартнă.
Иккен, 1913 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăла уесĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче Александр II император-патшана сума суса хитререн те хитре пъедестал çинче чăн-чăн пысăк палăк уçнă.
Çак факт çинчен 1997 çулта Мускаври «Республика» издательствăра пичетлесе кăларнă «Манăн пурнăçăм, аса илÿсем» кĕнекен 487 страницинче чăвашсене çутта кăларас енĕпе ырми-канми ĕçленĕ И.Я. Яковлев педагог аса илĕвĕсене çапларах çырса кăтартнă: «… чăваш священникĕ Степан Павлов Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăла уесĕн Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче Александр II императора асăнса палăк (статуя) лартма шутланă. Нумай кĕрмешнĕ хыççăн ăна вăл ял лапамĕнче вырнаçтарса лартнă, унта палăк темĕнле тĕлĕнмелле япала пек курăнса тăнă, халĕ вара, ахăртнех, ăна пĕтерсе тăкнă пулас».
Ку аса илÿсене А.В. Жиркевич 1917 çулхи Октябрьти революци хыççăн Иван Яковлевич сăмахĕсем тăрăх çырса хăварнă.
Паллă ĕнтĕ, 1861 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче хресченсене ирĕклĕх паракан саккуна алă пусса тата крепостла правăна пăрахăçлани çинчен Манифест кăларса Александр II патша халăхра «Ирĕке кăлараканçă – Патша» ята ĕмĕрлĕхе тивĕçнĕ. Асăннă саккун çав вăхăтри Раççейшĕн малашлăха ăнтăлса тунă пысăк утăм шутланнă, мĕншĕн тесен хресченсене ирĕклĕх парса патшалăх хăйĕн ятне яракан киревсĕр пулăма пăрахăçлама пултарнă.
Тата еплерех ырă ĕçсемпе халăх асĕнче юлнă-ха Александр II патша; Крепостла правăна пăрахăçлани вырăнти хăй тытăмлăх реформине пуçлама май панă. 1870 çулта хулари хăй тытăмлăх йĕркине вăя кĕртнĕ, çав вăхăтран тытăнса халăхăн мĕнпур сийĕнчен çынсене хула думине суйлама пуçланă. Вырăнта уессемпе кĕпĕрнесен яланхи йĕркепе ĕçлекен земски управисене йĕркеленĕ, вĕсен йышĕнче халăхăн мĕнпур сийĕсен представителĕсем пулнă. Суд ĕçне те тĕпрен çĕнетнĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ уголовлă ĕçсене пăхса тухнă чухне халăхпа суйланă присяжнăй заседательсене хутшăнтарма пуçланă.
Александр II император 1855–1881 çулсенче Раççей патшалăхне ертсе пынă. Патшана ларнă хыççăнах вăл хĕсметре тăмалли 25 çула 15 çул таран чакарнă, çарта хĕнесе наказани памалли йăлана пăрахăçланă. Кивĕ тĕн йĕркине тытса пыракансене тĕн тĕлĕшĕнчен хĕсĕрлеме чарнă. «Ирĕке кăлараканçă – Патша» ачасем валли ялти халăх училищисем тата аслăрах çулсенчи çынсем валли вырсарни шкулĕсем уçас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Вăл чĕрĕк ĕмĕр патшара ларнă вăхăтра çĕршывра чукун çулсен тăршшĕ 20 хут вăрăмланнă. Хĕвеланăç тата Хĕвелтухăç Кавказ, Вăтам Азин пĕр пайĕ Раççейпе пĕрлешнĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче Амур юхан шывĕн сылтăм çыранĕ Раççей аллине куçнă, кăштахран пĕтĕм Уссурийск тăрăхĕ вырăс çĕршывĕ пулса тăнă.
Раççей халăхĕ хăйĕн патшине сума сунă, юратнă, вăл нумай-нумай çул патшара ларасса шанса тăнă. Анчах та 1881 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Игнатий Гриневицкий народоволец ун урисем патне бомба пăрахнă, çавна пула император пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Александр II Раççейре юлашки хут патшара ларнă, 1918 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче большевиксем Екатеринбургра персе пăрахнă Иккĕмĕш Микулай патшан аслашшĕ пулнă.
Ирĕке кăлараканçăна – палăк
Чăваш ялĕнчи хресченсем Раççей ертÿçин ырă ĕçĕсене манман, хресченсене крепостла правăран хăтарнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа Стефан Павлов священникпа унăн арăмĕ пуçарнипе патшана сума суса тата унăн ырă ĕçĕсене асра тытса палăк лартма шутланă. Палăк-бюста Виçпÿрт Шăмăршă ялне Чĕмпĕр хулинчен турттарса килнĕ. Акă еплерех çырса кăтартнă çав ĕçсем çинчен маларах асăннă журналта пичетленнĕ «Тĕн йĕркиллĕ-гражданлă чаплă уяв» статьяра, «…400 тенкĕ тăракан çак палăка Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнчи чиркĕве çÿрекен çынсен укçи-тенкипе туса лартнă. Илемлĕ сăмаха тивĕçекен, хитре пьедестал çине хăпартса лартнă, Аслă манифест кунне тата унăн текстĕнчи юлашки сăмахсене çырса кăтартнă палăка чиркÿ масарĕнче уçнă. Палăк йĕри-тавра хитре карта тытса çавăрнă. Çаксем пурте яла илем кÿреççĕ».
Кĕтнĕ пекех, палăка уçас ĕç чаплă та чуна хумхантармалла иртнĕ. Халăх çак куна чăн-чăн уява кĕтнĕ пек кĕтнĕ. Чиркÿ тÿремĕнче çавра алăксем туса лартнă. Çав алăксемпе палăк йĕри-тавра çÿллĕ чăрăшсем лартса тухнă, вĕсем çинче Раççейĕн виçĕ тĕслĕ ялавĕсем вĕлкĕшнĕ, уявра чĕрĕ чечек нумай пулнă. «Уявне хăйне чиркÿ уявĕ пек ирттернĕ, – çырса кăтартнă асăннă статьяра. – Уяв умĕн пĕр кун маларах Ясницкий атте ертсе пынипе 5 священник тата икĕ тиек çĕрĕпе кĕлĕ тунă, ун хыççăн Ирĕке кăлараканçă – Патша ячĕпе панихида ирттернĕ. Тепĕр кунне çавсемех – Литурги, ун хыççăн 8 священник хутшăннипе молебен ирттернĕ. Ялта службăсене нихăçан та кунашкал савăнăçлă ирттермен: чиркĕве Çимĕк чухнехилле хитрелетнĕ; турă çыннисем пурте шап-шурă тум тăхăннă. Юррисене пĕр такăнмасăр юрланă, нумайăшне ятарлă кĕлĕ кĕнекисем тăрăх вĕреннĕ. Палăртнă вăхăтра Иванов священник «Хресченсене ирĕке кăларнă патшан çитĕнĕвĕсем тата унăн паха енĕсем çинчен» ăша хывмалли сăмах каланă.
Литурги хыççăн палăк патне хĕрес хывнă çулпа утса кайнă. Чăн малтанах патшана ларнă кун ячĕпе патша молебенне ирттернĕ, ун хыççăн – çветтуй шывпа кĕске молебен. Александр II императора ĕмĕр асра тытни çинчен пĕлтернĕ хыççăн нумай çул пурăнма ыр суннă чухне палăк çивиттине уçнă та, вăл хăйĕн пĕтĕм хитрелĕхĕпе куç умне тухса тăнă. Халăх хумханса кайнă. Çак самантра Павлов атте ăса вĕрентсе чуна витерекен сăмахсемпе кĕскен тухса калаçнă, хăйĕн калаçăвне вăл пурте илтмелле çапла вĕçленĕ: «Мăнаçлă та чаплă Патшамăрăн мухтавлă Мăнукне хыттăн ура!». Аслати пек кĕрлесе тăракан тÿремре пĕр саслăн «Ура!» тесе кăшкăрни янраса тăнă. Ун хыççăн Благочиннăй атте пухăннă халăха уяв ячĕпе саламланă та НИКОЛАЙ АЛЕКСАНДРОВИЧ ИМПЕРАТОР-ПАТШАНА мухтаса «Ура!» тесе кăшкăрнă, унпа пĕрле нумай пинлĕ халăх та «Ура!» тесе вирлĕн сас панă.
Каçхине çавра алăксене тата палăк тавра картасене çутатса илемлетнĕ, ракетăсем янă та рим çуртисене çутнă. Кашни çуртапа ракета ялкăшса çуталнăçемĕн халăх хăйĕн савăнăçне ниçта чикеймесĕр хыттăн «Ура!» тесе кăшкăрнă.
Кам-ха вăл, Стефан Павлов, çав тери пысăк мероприятие пуçарса яраканĕ. Историрен çакă паллă: 1904 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче ăна, 39 çула çитнĕскере, священник пулма уйăрса лартнă, асăннă палăка уçнă чухне вăл 48 çулта пулнă. Аллинче ун Хусанти учительсем хатĕрлекен институтран вĕренсе тухни çинчен калакан диплом пулнă, 1901 çулта Хусанти тĕн академийĕнче миссионерсен курсĕнче вĕреннĕ.
Çав палăк ăçта-ши халĕ?
Палăкăн малаллахи шăпи еплерех-ши? Октябрьти революци хыççăн ăна çĕмĕрсе тăкнă иккен. Урăхла сăмах-юмах та пур. Хăш-пĕрисем каланă тăрăх, палăк-бюста сÿтсе пăрахнă хыççăн пьедесталтан инçе мар çĕр айне чавса пытарнă имĕш.
Чăвашсен паллă скульпторĕ В.П. Нагорнов шухăшĕпе, палăка (бюста) бронзăран е чулран (мрамортан) туса лартма пултарнă, мĕншĕн тесен ун хакне 400 тенкĕ чухлĕ тесе палăртнă. Ку вăл çав вăхăтшăн пысăк укçа шутланнă: калăпăр, пĕр лашашăн ун чухне 8–9 тенкĕ тÿленĕ.
Истори палăкĕсем культура еткерлĕхĕ пулса тăраççĕ, вĕсем пулни-иртни çине тимлĕн пăхма вĕрентеççĕ. Шăпах çавăн пирки асра тытма вĕрентсе çырнă та ĕнтĕ «Чĕмпĕр епархийĕн ведомоçĕсем» журналта: «Инçетри ял пулса тăракан Виçпÿрт Шăмăршăра палăк уçни ку таврари халăхăн культура аталанăвĕ енĕпе тунă пысăк утăм шутланать. Пĕр енчен, çакă вăл пирĕн халăх культура енĕпе пуçарусем тума хатĕррине çирĕплетет, вăл хăйне ырă тунине манманнине, хырăм çинчен кăна мар, ăс-тăн, пуласлăх пирки шутланине те кăтартса парать. Тепĕр енчен, палăк хресченсене ирĕке кăларнă патшан мухтавлă пурнăçĕ çинчен кăна мар, иртнĕ ĕмĕрсем хушшинче вырăс халăхĕпе юнашар утса тухнă пĕтĕм кун-çула аса илтерсе тăракан чĕрĕ истори палăкĕ пулса тăрать. Ун çинчи çак сăмахсем яланах ăспа-тăнпа, ырă-сывă пурăнма сунаççĕ: «Хăвăн çине хĕрес хур та хăв ирĕкÿпе тăвакан ĕçпе пурăнма Турăран пил ыйтсамччĕ, православи халăхĕ, ку вăл санăн кил-çуртăнти ырлăх-пурлăхпа обществăри тăнăçлăх никĕсĕ пулса тăрĕ». Ялта уçнă палăк вăл – куçпа курса вĕренмелли шкул, усала хирĕç кĕрешмелли пĕрремĕш меслетсенчен пĕри…».
Тен, халăх укçипе туса лартнă палăк чăнах та çĕр айĕнче паллă мар вырăнта хăйĕн шăпине кĕтсе выртать; Енчен те ăна шыраса тупма май килсен, палăка, нумай çын шухăшĕпе, юсаса çĕнетмелле те çав ялтах, Виçпÿрт Шăмăршăра, пьедестал çине тепĕр хут хăпартса лартмалла. Çавнашкал тума май килмесен, ялти Культура çурчĕ çине çав событие халалласа асăну хăми вырнаçтарасса шанас килет.
Анатолий УХТИЯРОВ,
юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ,
таврапĕлÿçĕ.