08 июля 2015 г.
«Çĕнтерÿ ташши»... вăрçă трагедийĕн хăйне майлă повеçĕ. Каласа кăтартаканĕ – Ефросиния Васильевна Харитонова. Вăл 1924 çулта Çĕньял Хапăсра çуралнă. Вунпиллĕкре трактористсен курсне вĕренсе пĕтернĕ те, Вăрнар районĕнче кăна мар, пĕтĕм Чăваш ен анлăшĕнче чапа тухнă хĕрарăм-тракторист пулса тăнă, 1935 çултанпа йышпа пилĕк çынлă хĕрарăм-механизаторсен бригадине ертсе пынă. Ку эртел ака-сухара, çĕрпе ял ĕçĕн ытти тапхăрĕнче Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс, Элмен Сунар, Уравăш, Утар, Хирпуç тата Рункă ялĕсене тивĕçтернĕ. 1940 çулта Е.Харитонова Шупашкарта совпартшкулта вĕреннĕ, анчах вăрçă тухсанах тепĕр хут трактор рулĕ умне ларнă. 1938–1947 çулсенче вăл Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Ывăлĕ, Анатолий Ильич Голик, гражданла авиаци летчикĕ, сăнавлă çĕнĕ самолетсен командирĕ, яла, Шупашкара килсе çÿренĕ.
«Çĕнтерÿ ташши» кĕнекери очерксем, калавсемпе повеçсем ентешĕмĕрсен Аслă вăрçăри – фронтри тата тылри паттăрлăхне сăнарлаççĕ. Кĕнеке геройĕсем, çавăн пекех, – Вăрнар енĕнчи вăрçă ачисем, Тăван çĕршывăн хальхи вăхăтри хуралçисем, сыхлавçисем. Вуланăçемĕн чăн-чăн патриотсемпе çывăххăн-кĕретĕн паллашатпăр. Çак хушăра Кенигсберг крепоçне штурмланă Нина Егоровна Шашкина (Анаткас Хапăс хĕрĕ Смоленск, Минск, Могилев, Витебск, Варшава хулисене ирĕке кăларнă çапăçусене те хутшăннă), «Плесецк» космодромра ракетăсен 537 комплексне хатĕрлесе вĕçтерме пулăшнă инженер-испытатель Евгений Владимирович Шашкин, Раççей Федерацийĕн Геройĕ милицин кĕçĕн лейтенанчĕ Федор Васильевич Кузьмин (ку ятпа ăна Президент Указĕпе 1996 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче чысланă), Вăрнар летопиçĕн ылтăн çÿпçинче вырăн йышăннисем – çыравçăсем, партипе патшалăх деятелĕсем, ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, культурăра сумлă ятсене тивĕçнисем...
Автор вăрçа ялтан кама хăçан ăсатнине тата мĕнле кĕтсе илнине лайăх астăвать. Хăйне вара Совет Çарне кайма çуралнă кунĕнче йыхрав хучĕ тыттарнă. «Хусантан Тутар проливне çити товарнякра вунсакăр талăк халтăртатрăмăр», – тет. Вăл çар округĕн «Суворовский натиск» хаçатне пĕрмай çырса тăнă. Çавăнтанпа нумай хаçатра, журналта ĕçленĕ. 1992 çултанпа СССР (РФ) Писательсен союзĕн членĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Тымар» – Корень жизни, «Юрату кăварĕ» – Жар любви, «Çĕр пики» – Чувашская мадонна, «Илем çăлтăрĕсем» – Сезвездие прекрасного, «Элкер çăлтăрлăхĕ» – Эльгериада, «Çăлкуç» – Звезда Четра, «Вĕçев» – Полет, «Çумрах-ха эс, савниçĕм» – Любовь жива, «Чĕлхен шăмми çук» – сатирăпа юмор хайлавĕсен антологийĕ. Пичетрен тухса пынине авторĕ хăй куçарса е куçарттарса ытларахăшне чăвашла та, вырăсла та кăларчĕ. Юлашки çулсенче çырнисем пĕтĕмпех Вăрнар енĕпе, хамăрăн район çыннисемпе çыхăннă. Çывăх кунсенче Шупашкарта «Çĕнтерÿ ташшин» презентацине ирттерме палăртнă.
М.ВАСИЛЬЕВ.