08 июля 2015 г.
Çумкурăк тапса тухнă лаптăксем те хăйне евĕрлĕ илемлĕ. Анчах ку чуна ыраттаракан капăрлăх. Тĕрĕссипе, çавăнта культурăллă ÿсен-тăранăн вăй илмелле пулнă.
Шел те, акăнмасăр юлнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем сахал мар.
Раççейре пĕлтĕр кăна 140 пин гектарпа тĕллевлĕн усă курманнине тупса палăртнă. Унччен арендăна е харпăрлăха илнĕ лаптăксем çинче унта та кунта тĕрлĕ йăх-ях кăна мар, тĕмсемех кашласа лараççĕ. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме пĕр çул кăна мар рекультиваци тума тивĕ.
Специалистсем тĕллевлĕн усă курман çĕрсене туртса илме ирĕк паракан саккун лару-тăрăва улăштарасса шанаççĕ, ăна нумаях пулмасть йышăннă. Кунсăр пуçне 2015 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çĕре лайăхлатакан тата хÿтĕлекен ĕçсем ирттерменшĕн палăртнă штрафсен виçи ÿснĕ: ахаль çынсен тĕлĕшпе 20-рен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, должноçри çынсен – 50-ран пуçласа 100 пин тенкĕ таран, юридици вăйĕнчи çынсен 400-тен пуçласа 700 пин тенкĕ таран. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмешкĕн тăкаксем пысăк пулни çапла йышăну тума хистенĕ-тĕр.
Чăваш ене илес-тĕк, патшалăхăн аслă инспекторĕ Раиса Петрова каланă тăрăх, 2014 çулта 59 пин гектар усă курман çĕр пулнă. Сухаласа акмасăр хăварнă çĕрсене Улатăр (12,2 пин га), Элĕк (8,4 пин га), Канаш (11 пин га), Шупашкар (6,1 пин га) районĕсенче ытларах асăрханă.
Çум курăка пĕтерме тăрăшманшăн юридици вăйĕнчи – 4, должноçри – 9, çавăн пекех ахаль 123 çынна явап тыттарнă. Айăпа кĕнисене çум курăка пĕтермешкĕн агротехника мероприятийĕсем ирттермелли çинчен калакан предписанисем панă. Кунсăр пуçне, 2013 çулхи предписанисем тăрăх кунашкал йĕркесĕрлĕхе вăхăтра пĕтерменшĕн пĕлтĕр юридици вăйĕнчи 2, должноçри 3, ахаль 27 çын тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă. Сăмах май, патшалăх çĕр надзорĕ енĕпе ĕçлекен федераци органĕсен предписанийĕсене вăхăтра пурнăçламаншăн палăртакан штраф виçине те ÿстернĕ.
2014 çулта пирĕн регионта Россельхознадзор предписанийĕсене пурнăçланă май 4558 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай, Елчĕк районĕсенче. Тăпра пирĕн тăрăхра япăх мар-ха та, хуçисем кăна тĕрлĕрен пулаççĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.