Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр тĕрĕс, вăй-хал – пĕрлĕхре

04 июля 2015 г.

Республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçченĕсен кунĕ кăçал саккăрмĕш хут Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕнчи Каршлăх уçланкинче иртнĕ. Унта Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пынипе мĕнпур ял-хула поселенийĕн пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Спортпа кану мероприятийĕсене пĕрлештерекен уявра пухăннисене Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та саламланă. «Эсир хăвăрăн тивĕçĕре лайăх пурнăçлатăр, халăхпа ăнланса ĕçлетĕр, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăратăр. Çакна чылай кăтартупа çирĕплетме май пур. Çынсем ыранхи куна шанаççĕ. Эппин, пирĕн çул-йĕр тĕрĕс, вăй-хал – пĕрлĕхре», – тенĕ вăл.

Пирĕн район команди мероприятисенче хастар пулнă. Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Петров акă ишессипе, Малти Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Ластухин чупассипе, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков велосипедпа чупассипе япăх мар ăмăртнă, пĕтĕмĕшле Вăрнар район команди ку кĕрешÿсенче 26 командăран тăххăрмĕш пулнă.

«Пăхаттир пуçлăх» конкурсра Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев хапха урлă кире пуканĕ ывăтассипе чи пысăк балл пухнă. Хăйăр тултарнă миххе 32 хутчен ларса çĕкленĕ. Ку енĕпе вуннăмĕш пулнă. Тиенĕ лава вырăнтан куçарассипе ăнтăлу кăтартнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кăçал та утă çулассипе палăрнă.

Вăрнарсем пултарулăх тата апат-çимĕç хатĕрлес конкурссенче те чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

Программа пуян та илĕртÿллĕ пулнă. Пуçлăхсемпе вĕсене пăхăнакансем волейболла, мини-футболла вылянă. /сĕме кура «,çпе хÿтĕлеве хатĕр!» комплекс нормисене тултарас текенсем те чылаййăн пулнă.

Çак мероприятире муниципалитетсенче тимлекенсем мĕнпур халăха сывă пурнăç йĕркине явăçма ырă тĕслĕх, пĕрлĕхре вăй пулнине кăтартса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика