Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва кĕме кайнă та… таврăнман

04 июля 2015 г.

Шел те, çакнашкал хăрушă хыпара юлашки вăхăтра çине-çинех илтме тытăнтăмăр. Пирĕн районта мар пулин те вĕсем чĕрене çураççĕ. Уйрăмах ачасен вилĕмĕ. Иртнĕ эрнере акă, эрнекунпа шăматкун, республикăри шывсенче виçĕ ачан пурнăçĕ татăлнă. Тăвай районĕнче – тăватă тата тăхăр çулхи хĕрачасен. Вĕсем пĕртăван пиччĕшĕ-шăллĕпе ял хĕрринчи çырма хĕрринче çырла пуçтарнă иккен, кайран пĕвере те аллисене çăвас тенĕ ĕнтĕ, ахăртнех, бетон плитасем çинчен шуса ÿкнĕ.

Тепĕр кунне Шупашкарти пляжра хĕрачан пурнăçĕ татăлнă. Ачи çухалнине амăшĕ тепĕр сехетрен кăна асăрханă имĕш.

Тунтикун синкерлĕ инкек Вăрнар районĕнче те пулнă. Çамрăк арçыннăн ÿтне Вăрнарти Дачнăй урамри пĕверен туртса кăларнă. Ку объекта шыва кĕме ятарласа уйăрман.

«Канакансем нумай чухне шăрăхра шăнăр туртма пултарнине шута хумаççĕ. Вĕри организм сивĕ шыва лекнипе юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, çакă мышцăсемшĕн пысăк стресс. Аслă ÿсĕмри çын та тăн çухатма пултарать. Уйрăмах ачасене асăрхамалла. Вĕсене кам та пулин тĕкме, тем хăратма пултарать», – асăрхаттараççĕ Чăваш енри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче.

Ку комитетран пĕлтернĕ тăрăх, шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа, июнĕн 1-мĕшĕнчен, республикăра 18 çын путса вилнĕ, виççĕшĕ – ачасем. Ытларах пайĕ – уйăрман пляжсенче тата ял пĕвисенче. Çулталăк пуçланнăранпа шыв 24 çыннăн пурнăçне татнă, пĕтĕмĕшле – тăватă ача. Аслисем вара шыва кĕнĕ вăхăтра пурте пырĕсене «хĕртнĕ» пулнă...

Шел те, Чăваш енри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн сведенийĕсем тăрăх, пирĕн район çын ытларах путса вилекен муниципалитетсем хушшинче. Юлашки пилĕк çулта çеç – 26 çын. Ку списокра çавăн пекех – Шупашкар хули тата районĕ, Канаш, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри тата Муркаш районĕсем.

Çак тĕслĕхсем кашни çынна шухăшлаттарма тивĕç. Пирĕнпе инкек нихăçан та пулмасть текен шухăш пулмалла мар пек. Хамăра, ачасене упрама-сыхлама вĕренмелле. Шыв хĕрринче пĕччен çÿрекен ачасене асăрхаттарма, унтан илсе кайма ан ÿркенĕр. Пĕр-пĕрне пулăшни инкексенчен çăлĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика