04 июля 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев Суйлав комиссийĕсене Чăваш Республикинче 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерессине йĕркелеме пулăшмалли мерăсем çинчен калакан Указа алă пуснă.
Унта суйлав комиссийĕсене Чăваш Республикинче пĕрлехи сасăлав кунĕнче 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерессине йĕркелеме пулăшас тĕллевпе, федерацин «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен суйлав прависен тата референдума хутшăнмалли правин тĕп гарантийĕсем çинчен» саккунне тата Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» тата «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен» саккунĕсене тĕпе хурса Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсене, ведомствăсене суйлава тивĕçлĕ хатĕрленсе ирттерессипе, информаципе вăхăтра тивĕçтерессипе, суйлава хатĕрленессипе тата ирттернипе çыхăннă документсене хатĕрлесе упрассипе, суйлава хатĕрленнĕ тата ирттернĕ тапхăрта обществăри йĕркелĕхе тата общество хăрушсăрлăхне сыхлассипе хушусем панă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлав участокĕсене инвалидсене тата сывлăх енĕпе хевтесĕр çынсене хăйсен суйлав правипе туллин усă курма май паракан ятарлă хатĕрсемпе тивĕçтерессине, ытти йĕркелÿ саманчĕсене шута илмелле.