04 июля 2015 г.
Вăрнар районĕнче пĕр хутчен паракан тÿлеве илме май уйăхĕнче заявлени çырнă 142 çемье укçана чи малтан илĕ. Пĕтĕмпе вара – пĕр пин ытла çемье.
Пенси фончĕн управленийĕ тÿлеве илекенсен счечĕсем çине 3 миллиона яхăн тенкĕ куçарнă. Тĕпрен илсен, ачаллă çемьесем 20-шер пин тенке тивĕçеççĕ. 150 заявитель, амăшĕн капиталĕн пĕр пайне пурнăç условийĕсене лайăхлатма тата ачисене вĕрентме усă курнисем, – сахалтарах.
Заявленисене майлă пăхса тухсан укçа икĕ уйăхри тапхăрта куçать. Хирĕçлесен çырупа ярса пĕлтереççĕ. Сăлтавĕсем çемье амăшĕн капиталĕпе туллин усă курнипе, сертификата илнĕ çын Раççейре пурăнманнипе, ашшĕне е амăшне ачисене пăхас ирĕксĕр хăварнипе, ачисем тĕлĕшпе преступлени тунипе çыхăнма пултараççĕ.
Пĕр хутчен паракан тÿлеве илес тесен 2016 çулхи март вĕçĕччен пенси фондĕнче е нумай функциллĕ центрта заявлени çырмалла. Ăна 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă ачисемшĕн сертификата тивĕçнĕ мĕнпур çемьен илме ирĕк пур. 20 пин тенкĕпе тата унран сахалрах юлнă суммăна ача миçе çултине пăхмасăр йăлари ыйтусене татма яма юрать.
Заявлени бланкĕ Раççей Пенси фончĕн официаллă сайтĕнче «Инфомация для жителей региона» пайра та пур.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи
управленийĕ.