Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте лаши

04 июля 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи йăтăнса тухсан миллионшар вăйпитти арçынна фронта ăсатнă. Ку кăна мар, туртăм вăйĕ нумай кирлĕрен лашасене те илсе кайма тытăннă. Колхозсен лашисене ятарлă комисси пăхнă, юрăхлисене шута илнĕ те фронта янă. Вĕсене, тĕрĕссипе, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленĕ вăхăтра пурне те уйрăм çынсенчен пухнă пулнă. Акă, пирĕн килтен кайнă «Добрый» ятлă тур лаша 1941 çулхи пĕрремĕш комисси витĕр тухса вăрçа кайма юрăхлисен йышне кĕнĕ.

Тихаран пирĕн килте çитĕннĕскер, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама аттене нумай пулăшнă, ака-суха тунă чухне касă хĕррипе хăех утма пултарнă. Чупас-туртас енчен те çивĕч пулнă, çавăнпах ăна колхозра малтанхи кунсенчех пушар лаши пулма уйăрса илнĕ.

Вăл вăхăтра колхозри пушар хуралĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Павел Иванович Рябинский иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пирĕн «Добрый» лаша пирки каланине халĕ те манаймастăп. Вăл, вăрçăран аманса таврăннăскер, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Пăртас çумĕнчи вăрмана сыхланă. Эпĕ Çарăклăра лесникре ĕçлеттĕмччĕ. П.Рябинский эпĕ Туçи Çармăсра кам ачи пулнине пĕлнĕ хыççăн аттене тата унăн лашине аса илчĕ. Иксĕмĕрĕн те куçсем шывланчĕç.

«Петĕр кумăн лашипе вут-кăвара сÿнтерме çÿреме çăмăлччĕ. Çав çулсенче ялсенче пушар çине-çинех тухнăран пĕртте канăç çукчĕ, – тенĕччĕ Павел Иванович. – «Добрый» пушар тухнă вырăна малтанах çитсе курнă тейĕн, çакнашкал вут-çулăм алхаснă çĕре хăех илсе çитерме пултарнă. Уçăлтарма ирĕке кăларсанах хăй ÿссе çитĕннĕ киле таратчĕ. Каялла çавăтса кайнă чухне куççулĕ юхатчĕ».

Вăрçа каякан лашасене те Канаша çити ăсатнă. Пуçне яланах каçăр тытакан, пĕр вырăнта тăпă тăма пĕлмен янаварăн чунĕ тăван вырăнĕнчен яланлăхах уйрăласса сиснех пулĕ çав. Ялтан тухичченех пуçĕ усăннă та Канаша çитичченех куçĕсем шывланса пынă.

1942 çулхи çуркунне аттене хăйне те вăрçа илсе кайнă. Вăл Сталинградшăн пынă хаяр çапăçăва кĕнĕ. К.Рокоссовский генерал ертсе пынă Дон фронтĕнче минерсемпе саперсен батальонĕнче пулнă. Атте çав çулах декабрĕн 12-мĕшĕнче çĕрлехи çапăçура вилмеллех аманнă.

Хăрушă вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитрĕ. Телевизорпа кăтартакан документлă фильмсене пăхма юрататăп. Сталинградшăн пынă хаяр çапăçусене уйрăмах тимлесе куратăп. Кадрсем çинче иртсе куçакан лаша хамăрăн «Добрый» пулнăн, чупса пынă çĕртех ÿксе юлакан салтак атте пулнăн туйăнать. Çавăн пек хурлăхлă йĕр хăварчĕ тискер вăрçă ачалăхра аманнă чĕрере.

Василий ПЕТРОВ,

вăрçă ачи.

Туçи Çармăс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика