Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвансем, çĕнтерÿçĕсем

04 июля 2015 г.

«1965 çулхи пуш уйăхĕнче ялти клубра ĕçпе вăрçă ветеранĕсене Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе юбилей медалĕсемпе наградăларĕç. Аттепе анне ку событие çĕрĕпех сÿтсе явса калаçрĕç. Эпĕ вара, вуннăри хĕрача, медале каçса кайса тĕлĕнсе пахаларăм. Атте вăрçăра пулнă-çке. Унăн «Мухтав» орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Паттăрлăхшăн» медальне унчченех пĕлетĕп...».

Ку сăмахсем ман асаннен йăмăкĕ Александра Александровна Ермошкина аса илнинчен. Вăл унтанпа 35 çул шкулта физика вĕрентет. Ашшĕ, Александр Михайлович Лявинский, нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Саша кĕнеке вулама юратнă. Вăрçă романĕсене пайтах шĕкĕлченĕ. Анчах хăйпе танăшшисен, хăйĕнчен çамрăкраххисен, хăй лайăх пĕлнĕ шкулти выпускниксен Афганистанри, Чечняри, Таджикистанри вăрçăсене хутшăнма вăхăт çитесси пирки шутлама пултарайман.

Мăньял Хапăсран вăрçăра 125-ĕн вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Тăшмана çĕнтерсе таврăннисем – анăçри тата тухăçри фронтсенчен киле каялла çитнисем 76-ăн пулнă. Вĕсенчен пĕри – ман мăн асаттем Александр Михайлович Лявинский. Вăл 1913 çулта июлĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. 54 çул çеç пурăннă. Вăрçăччен ялти лавккара тăнă. Фронта 1941 çулхи июльтех ăсаннă. Киле икĕ ача тăрса юлнă. Пĕри – ман асаннем. Мăн асатте çапăçакан çарта 1941 çулхи августран Калинин фронтĕнче тăнă, сентябрĕн 2-мĕшĕнчен тытăнса фашистсемпе стрелоксен 118-мĕш дивизийĕн 463-мĕш полкĕнче çапăçнă. 1942 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче йывăр аманнă. Госпиталь хыççăн артиллеристсен курсне вĕренсе пĕтернĕ. 1943 çулхи январĕн 3-мĕшĕнчен 1-мĕш батарейăри тупă командирĕ пулса тăнă. Лявинский сержант ку вăхăтран артиллерин танксене хирĕç кĕрешекен 759-мĕш полкĕнче çапăçнă. 1944 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче каллех аманнă. Сывалнă. 1943 çулхи октябрьтен Балтика тăрăхĕнчи 1-мĕш фронтра, 1945 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчен 3-мĕш Белорусси фронтĕнче, 1945 çулхи майăн 5-мĕшĕнчен 2-мĕш Белорусси фронтĕнче тăнă. Вăрçа Кенигсбергра вĕçленĕ. Демобилизаци йĕркипе киле 1945 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче çитнĕ.

1945 çул пуçламăшĕнче мăн асатте ялтан çыру илнĕ. Унта йĕкĕрешсен – Эммăпа Юрăн сăнÿкерчĕкĕ пулнă. Фотокарточкăна Хапăсри Анатолий Александрович Цветков тунă. Вăл, йывăр аманса Сталинградран таврăннăскер, шкулта ĕçленĕ.

Çÿлерехре асăннисемсĕр пуçне мăн асаттене «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă. Мăн асатте киле питĕ хытă чирлесе таврăннă, юнлă хăснă, асапланса сывланă. Мăшăрĕ, Фекла Петровна, ăна пĕтĕм чун-чĕрипе, ăс-хакăлĕпе тăрăшса ура çине тăратнă, сыватнă. Вĕсем сакăр ача пăхса ÿстернĕ, пурне те ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿпе хĕçпăшаллантарнă. Александр Михайлович ялпора, уй-хир бригадинче ĕçленĕ, платникре çÿренĕ. Вăрçăри эпизодсене хăйне шăп-шăпăрт пулса тăнланă чухне кăна аса илсе кала-кала кăтартнă. Çумăн пынă çĕрте вилсе выртса юлнисене астуса макăрнă. Мăн асаттен çывăх тăванĕ Никита Викторович артиллерист фашиста хăваласа Германие çитнĕ. Анна Александровна Чаркова Рокоссовский штабĕнче связист пулнă. Никита Викторовпа иккĕшĕ нимĕçсен çĕрĕнчен киле пĕр эшелонта тĕл пулса таврăннă. Тăван çĕршывшăн ĕçпе те, хĕçпе те çирĕп тăнисем пирĕн тăвансем хушшинче нумай. Эпĕ вĕсемпе чунтанах мухтанатăп.

Валентина ТИКИНЕВА,

Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕпе хисепленекен 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика