Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канлĕ çывăр, салтак…

04 июля 2015 г.

Асрах хĕрĕх иккĕмĕш çулăн

Хĕвеллĕ июль кунĕсем.

ĕмĕрлĕхре асра вăл юлнă,

Аннен куççульлĕ куçĕсем.

Атте вилни çинчен пĕлтерчĕ

Хăй пĕлнине кăшт çеç пире.

Хаяр тăшман мире пĕтерчĕ,

Хупларĕ вăл çутă ире.

– Ан йĕр, аннем, ытла ан хуçăл,

Вилмен пуль, килĕ çĕнтерсе.

Тăван çĕре тасаттăр, шăлтăр

Тискер çăхан эшкерсене.

Атте ÿстернĕ сад пахчи те

Кивелчĕ, ватăлчĕ йăлтах.

Аннен хура çÿç пĕрчисем те

Кĕмĕлленейрĕç-çке пайтах.

Халь ачасем «атте» пулаççĕ,

Çапах атте асран каймасть.

Ăçта-ши эс атте тăприйĕ,

Сана курассăн туйăнмасть.

Çапла çырнăччĕ вăтăр çул каялла Уйкас Юнтапа ялĕнче пурăнакан Зоя Флегентовна Скворцова. Унăн ашшĕ, Флегент Васильевич Васильев 1942 çулхи февраль уйăхĕнче мăшăрĕпе тăватă ачине хăварса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Аслă ачи вунпĕрте, кĕçĕнни çулталăкра юлнă ашшĕнчен. Кăштах анчах астăвать ашшĕне ун чухне ултă çулта пулнă Зоя Флегентовна. Ял вĕçĕнче ăсатма пухăннă ял халăхĕпе сывпуллашнă чухне пĕчĕк Зойăна ашшĕ çÿле-çÿле çĕкленĕ те: «Çакăн пек пысăк пул эпĕ килнĕ çĕре», – тенĕ. Унтан арçынсем карталанса тăрса виçĕ çавра юрланă та лавсем çине ларса вăрăм çула ăсаннă. Çук, кĕтсе илеймен пĕчĕк Зоя хăйĕн ашшĕне, нумаях пÿрмен Флегент Васильевича тискер тăшмана çунтарма. Тепĕр çур çултанах, июлĕн 9-мĕшĕнче, тăшман снарячĕ лекнипе унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Тула облаçĕнчи Зайцево ялĕнчи тăванла масара пытарнă ăна. Пĕчченех ÿстерет Анна Григорьевна тăватă хĕрне, хăй ĕмĕрлĕхе куçне хупичченех кĕтет мăшăрне, кăлăхах тĕмсĕлсе пăхаççĕ çул çине ачисем.

Нумаях пулмасть Флегент Васильевичăн Мускавра пурăнакан Галя мăнукĕ мăшăрĕпе Зайцево ялĕнчи тăванла масарта пулчĕç. Унти тăпрана илсе килсе Флегент Васильевичăн мăшăрĕпе вăрçă нушисене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хĕрĕ хушшине чавса хучĕç. Асăнмалăх хĕрес лартса хăварчĕç. Тăватă ăру пуçтарăнчĕç Флегент Васильевичăн тăприне пуç тайма. Çук, ахалех иртмен унăн пурнăçĕ, ахалех хуман вăл пуçне. Флегент Васильевичăн халĕ икĕ хĕр, 13 мăнук, 24 кĕçĕн мăнук тата кĕçĕнрех ăрурисем – саккăрăн.

Канлĕ çывăр, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ салтак. ,мĕртен ĕмĕре кашлĕ эсĕ чĕртнĕ йăх йывăçĕ, вĕсем сана нихăçан та манмĕç.

С.УЙКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика