04 июля 2015 г.
Чайковсем – Иван Александровичпа Анна Владимировна тăватă хĕрпе тăватă ывăл пăхса ÿстернĕ. Пĕри, Афанасий – Ухваниç фосфорит тăпри кăларнă шахтăра, Мăньял Хапăсран сакăр çухрăмра, Кÿлхĕррипе Малти Ишек хушшинчи Йăрар тăвайккинче ĕçленĕ. Сатур шахтера ку таврарисем ăста атăçă пулнăран аван пĕлнĕ. Вăл атă çĕлемелли тире те хăех хатĕрленĕ. Чайковсем çăпата сырман, капăр паха атăпа япшарланса çÿренĕ.
Мăн асаттене ялта Шлепке Ухванеçĕ тесе чĕннĕ («Афанасий, который изготавливает шлепанцы»). Хăй çĕре кĕнĕ хыççăн унăн ачисене, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене «Шеппи» теме пуçланă.
Мăн асатте вун çиччĕрех авланнă, Çавалкасри Христина Васильевна Порфирьевăпа мăшăрланнă. Вĕсем пилĕк ĕне, вунă пăру, вунă сысна, икĕ лаша, ултă вăкăр тата шучĕ те çук чăх-чĕп тытнă, ĕнĕçсĕр ĕçчен çынсем пулнă. Телейлĕ, пултаруллă çамрăк çемьене инкекĕ те çывăхрах сыхласа тăнă тейĕн çав. Афанасий хирте ĕçленĕ хушăра вĕсен килне аçа çапса вут хыптарнă. Икĕ ывăл – Ваççапа Петĕр пушарта çунса кайнă. Хресчене упăшки çулăмран йăтса тухса ĕлкĕрнĕ, пÿрт кашти йăтăнса çулне пÿлнипе ачисене çăлайман.
Чайковсем тăхтаса тăмасăр тепĕр пÿрт хăпартса лартнă. Çĕн çуртра Маруç, Анна çуралнă. Вара каллех кĕтмен синкер: пиллĕкри хĕрача ишнĕ самантра юханшыв варринче чыхăнма тытăннă, çырана ишсе çитеймен... Каллех – чăтса чăтайми хурлăх.
Мария Афанасьевна (Афанасий Ивановичăн юлашки хĕрĕ) каланă тăрăх, мăн асатте колхозра конюхра, мăн кукамай ĕне, сысна, чăх-чĕп фермисенче ĕçленĕ. 1936 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсен ывăл çуралнă. Христина Васильевна аслашшĕне хисеплесе ăна Иван ятлă хунă.
1941 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Афанасий Иванович Чайкова вăрçа ăсатнă. Унран фронтран киле пурĕ те виçĕ çыру çитнĕ. Юлашки çырăвĕнчен: «Хаклă Христина, юратнă хĕрĕмсем – Нина, Анна, Мария, ывăлăм Ваня! Эп халлĕхе сывă-чĕрĕ, пурте йĕркеллĕ, нимĕçсемпе тăххăрмĕш хут тытăçрăмăр, вĕсене чакартăмăр, хÿтертĕмĕр, халь наступлени хатĕрлеççĕ, ыран, эппин, черетлĕ çапăçăва кĕретпĕр. Ĕнер сулахай алла амантрĕç те – темех мар. Ан хăрăр, фашистсене пурпĕр çĕнтеретпĕр, каялла хăваласа яратпăр...».
Çĕнтернĕ, анчах киле таврăнма шăпи пÿрмен. 1945 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Христина Васильевнăна «хура хут» тыттарнă. Тăванăмăр Нина Афанасьевна асилет: «Почтальон аннене çыру парса хăварнă. Çав кун эпир уйра ĕçлеттĕмĕр. Киле каçа юлса тĕттĕмле çитрĕмĕр. Мария пÿрте кĕнĕ-кĕмен каялла сирпĕнче тухрĕ: «Айтăр хăвăртрах, анне макăрать!» Урайĕнче анне умĕнче выртакан хута алла илтĕм: Афанасий Иванович 1945 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтернĕ».
«Аттене кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр – кĕтсе илеймерĕмĕр, тетчĕç тăвансем. – Ун вырăнне 1982 çулхи çу варринче йĕрлевçĕ-пионерсенчен кĕтмен хыпар çитрĕ: «Чайков Афанасий Иванович виллине Хĕвелтухăç Пруссире, Бархенедов ялĕнчи тăванла масарта тупнă. Вăл 1945 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче пуля пуçран тÿрремĕн тивнипе вилнĕ. Каярахпа А.И.Чайкова Калининград облаçĕнчи Гурьев районне кĕрекен Луговое ялне куçарса пытарнă». Çырупа пĕрле ун кипкинче Афанасий Ивановичăн ăна вилнĕ хыççăн ÿкерсе юлнă сăнÿкерчĕкĕ пулнă. Пирĕншĕн вăл хальчченех упранакан пĕртен-пĕр сăнÿкерчĕк. Ячĕ вара Чайковсен йышлă тăванĕсен асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ...».
Галина ТИКИНЕВА,
Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕпе хисепленекен 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен.