Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Супăньлĕ юханшыв… е Вурнаркăна инкекрен кам çăлĕ?

04 июля 2015 г.

Супăньлĕ юханшыв… е Вурнаркăна инкекрен кам çăлĕ?

Вурнарка шывĕ районăн чи илĕртÿллĕ вырăнĕсенчен пĕри. Çуллахи вăхăтра кунтан халăх татăлма пĕлмест – вырăнĕ канма, шыва кĕме аван-çке. Анчах та, шел, тепĕр чухне чун канлĕхне таврари пăтăрмахлă пулăмсем пăсаççĕ.

Тÿрех каламалла, вĕсем йăлтах тенĕ пек çынсен культурăсăрлăхĕпе çыхăннă. Каннă вырăнтах çÿп-çап хăваракансен ăс-тăн шухăшлавне сăмахпа улăштарма çуккине ăнлантăмăр. Выльăх чунлисен теприсем тасатнине, пуçтарнине хисеплес туйăм пачах та çук.

Пĕр вăхăтра шыв хĕрринче автомашинăсене çăвакан водительсемпе хытах «кĕрешрĕç». Кусем тăна кĕчĕç темелле. Анчах та халĕ Вурнарка кĕперĕ çинче палас-кавир çăвакансене шыв хÿтĕлевĕн объекчĕсенче çапла тума юраманнине мĕнле ăнлантармалла-ши;

– Халĕ те лăпланса çитейместĕп, – тарăхăвне пытармасăр пĕлтерчĕ районти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова иртнĕ канмалли кунсенче çакнашкал ÿкерчĕке курнăскер.

Иккен, ачасем, аслисем çывăхра шыва кĕнине пăхмасăр темиçе хĕрарăм паласĕсене кĕпер çине сарса хунă та именмесĕр порошокпа-супăньпе çăваççĕ. Йăлари хими каяшĕсем йăлтах юханшыва сăрхăнаççĕ.

Елена Ивановнапа темиçе хĕрарăм асăрхаттарнипе иккĕшĕ япалисене çыран хĕрне сĕтĕрсе тухнă, анчах та пĕри, чи «паттăрри» ĕнтĕ, никам сăмахне те пуçа хывман, нимĕнле сăмах та чунне витермен унăнне. Çакнашкал хăтланкаларăша чарас текенсем ун паласĕ çине те хăпарса тăнă, анчах та лешне ку та илмен – вăл чаракансем çине порошок, шыв силлеме тытăннă иккен. Çÿп-çап пăрахнинчен те культурăсăртарах, ыттисене пачах хисеплеменни мар-и; Ачасемшĕн мĕнлерех усал тĕслĕх...

Тĕрĕссипе, Раççей Федерацийĕн шыв объекчĕсемпе усă курас тата шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес саккунпа килĕшÿллĕн пляжсене, çавăн пекех шыв объекчĕсенчи халăх массăллă канакан вырăнсене варалама, шыва тĕрлĕ япаласем пăрахма, вĕсен территорийĕнче япала çума юрамасть.

Çÿп-çап тенĕрен вара, Вурнарка хĕрринчех йĕркеленнĕ купа тавралăха чăнласах сăнсăрлатать. Пĕлтĕр кунта контейнер пурччĕ, кăçал, тем, курăнмасть.

Ачасене культурăна хăнăхтарас тетпĕр... Вĕсем çакнашкал ÿкерчĕксене, аслисем çутçанталăка хисеплеменнине курса ÿссен воспитани тулли пулассăн туйăнмасть...

Чĕрĕ чунпа танлаштарас пулсан-и – Вурнарка çав тери пысăк инкекре. Ăна этем асаплантарать. Тăрăшсан çăлма та пултарĕ те...

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика