04 июля 2015 г.
Экстремизм та, терроризм та обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратакан юхăмсем. Вĕсене асăрхаттарас тĕлĕшпе районти тĕп библиотекăра иртнĕ право сехетĕнче терроризма тата экстремизма хирĕç тăрас саккунри çĕнĕлĕхсем пирки калаçнă.
Унта хутшăннă май, район прокурорĕ юстици аслă советникĕ Ильфак Мифтахутдинов çынсем массăллă пухăнакан вырăнсене хÿтĕлес требованисемпе паллаштарнă. Вăл пурне те инкек-синкек пуласран воспитани, пропаганда ĕçне вăйлатма чĕнсе каланă.
Çĕмĕрлери район сучĕ акă 19-ти çамрăка Интернетри пĕр социаллă сетьре экстремизм сĕмĕллĕ комментари вырнаçтарнăшăн айăпланă. Пермь хулинче пурăнакан каччă Раççей Уголовлă кодексĕн 282-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче (курайманлăх тата хирĕçтăру çуратнăшăн) пăхнă преступление тунă тесе палăртнă, ăна условнăй майпа икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă.
Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри следстви управленийĕн Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ тата суд палăртнă тăрăх, çак çамрăк Çĕмĕрлере ашшĕ-амăшĕн килĕнче пулнă май социаллă сетьри пĕр ушкăнра нацисем хушшинче курайманлăх тата хирĕçтăру туйăмĕсем вăратакан шухăшсене вырнаçтарнă. Ку факта следовательсем Чăваш енри шалти ĕçсен министерствин экстремизмпа кĕрешекен центр сотрудникĕсемпе пĕрле тухăçлă ĕçленипе палăртнă.