04 июля 2015 г.
Наркомани авăрне çакланнă çынна хăйне те, унăн тăванĕсене те питĕ шел. Куллен-кун тарăн тымар ярса пыракан усал чир пурне те нуша кăтартать. Наркотик çавăн пекех преступлени çулĕ çине илсе тухать. Наркоман инкек калăпăшне туймасть, ăнланма тăрăшмасть. Хăйне хăй алла илме пултарайманскере ăса кĕртмелли пĕртен-пĕр меслет, ахăртнех – патшалăхăн тата обществăн пĕрлехи пулăшăвĕ. Юлашки шанăç – ирĕксĕрлесе сиплени, реабилитаци тата ресоциализаци курсĕ.
2013 çултанпа Раççейре ку енĕпе çĕнĕ йĕрке çирĕпленнĕ. Çĕршывра «шурă вилĕм» тыткăнне лекнисене тупса палăртас, сиплес, йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнма пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлеме пуçланă. Административлă право йĕркине пăснă е йывăр преступлени туса ĕлкĕрейменнисене çĕнĕ йышши меслетпе явап тыттараççĕ. Суд йышăнăвĕпе наркоманирен сиплеççĕ.
Акă, нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хула сучĕ 36 çулти арçынна саккуна пăсса наркотик туяннăшăн тата упранăшăн айăпланă. Суд арçын обществăра хăйне мĕнле тытнине, кăмăл-сипет шайне тата ыттине те шута илсе çулталăк çурă ĕçлесе юсанмалли приговор çирĕплетнĕ. Кунсăр пуçне унăн суд йышăнăвĕпе наркоманирен сипленмелле, медицинăпа социаллă реабилитацин тулли курсне тухмалла.
Чăваш енре, çав шутра пирĕн районта та, «мăкăнь» оперативлă профилактика операцийĕ пырать. Наркополицейскисем июль вĕçĕччен мăкăне тата кантăр ÿстернине тĕрĕслеççĕ. Август–октябрь уйăхĕсенче наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хуплас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Аса илтерме, наркотик пур ÿсентăрансене (чи малтанах мăкăне е кантăра) саккунсăр лартса ÿстернĕшĕн административлă е уголовлă явап тыттараççĕ. Полици ĕçченĕсем палламан-пĕлмен çынсем анкартисем тăрăх мăкăнь пухса çÿрекенсем пирки 2-50-02 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ. Çавăн пекех мăкăне ятарласа ÿстерекенсем пирки те.