01 июля 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Донецк тата Луганск облаçĕсенчи ачасем валли çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕ умĕн гуманитари пулăшăвĕ пухас енĕпе йĕркеленĕ ыркăмăллăх акцине ырланă.
«ÇĕнРаççейри Пĕлÿ кунĕ» акцие Раççей Президенчĕ çумĕнчи Ача прависен уполномоченнăйĕ Павел Астахов пуçарнă. Унăн тĕллевĕ – Донецкпа Луганскри ачасем валли кĕнеке-тетрадь пухасси, Иловайск шкулне, Луганскри ача садне юсама пулăшасси. Акцие Чăваш ен те хутшăнать. Республикăри ача прависен уполномоченнăйĕн аппаратĕнче июлĕн 14-мĕшĕччен канцеляри таварĕсем, портфель, ранец, ача-пăча кĕнекисем, сĕтелçи вăййисем, спорт тумĕ йышăнаççĕ. Вĕсене курупкана хумалла, унта мĕн пуррине палăртса çырмалла. Кăмăл пуррисен укçан та пулăшма юрать, ăна омбудсменăн аппаратне июлĕн 10-мĕшĕччен пырса акт çырса памалла.
Тĕплĕнрех çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: (8352) 62-41-05. Кăсăклантаракан информацие http://chuvashia.rfdeti.ru/ тата ombudsman@cap.ru сайтсенче тупма май пур.