01 июля 2015 г.
Обществăн чи хастар пайĕ – çамрăксен – ячĕпе йĕркеленĕ уяв «Юрлакан Вăрнар» девизпа иртрĕ
– Эсир чи хăюллă шухăшсене пурнăçа кĕртетĕр. Паянхи Раççее шăпах ăслă-тăнлă, пуçаруллă, аталаннă, çирĕп йышăнусем тăвакан çамрăксем кирлĕ. Пурнăçра вырăн тупма сире валли пĕтĕм çул уçă, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – пай пуçлăхĕ Николай Петров.
Çамрăк çемьесене шăпах çак уявра тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрнине çирĕплетекен сертификатсем пама йышăнни те пĕлтерĕшлĕ. Эрнекун ку документа Кивьял Хапăсри тăватă ача амăшĕ Оксана Никитина чыслă самантра илчĕ. Сертификатсене 3–4 ача ÿстерекен Упнерти Оксана Никонорова, Светлана Тарасова, Пайăкри Надежда Павлова, Айкăшри Татьяна Толмасова та тивĕçнĕ, шел, вĕсем Çамрăксен кунне килеймерĕç.
Вăрнар çамрăкĕсем ĕçре, вĕренÿре пуçарулăх кăтартаççĕ, çемьесене çирĕп тытса пыраççĕ çеç мар, пултарулăхра та хастар. Çакна концерт номерĕсем аван çирĕплетрĕç. Вĕсем тĕрлĕ стильсене пĕрлештерчĕç. Татьяна Ефимова, Александр Казаков, Зинаида Ижелеева, Милана, Дмитрий Устюжанин, Лейла, çавăн пекех «Талант» ташă ушкăнĕ – акă вĕсем поселок маттурĕсем. Уява районти культура ĕçченĕсем те пуянлатрĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.