Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ пилне асра тытса

01 июля 2015 г.

Ашшĕ пилне асра тытса

Именчĕклĕн кулса пăхакан, кăмăллă сăн-питлĕ, калаçнă чухне çынна нихăçан та сăлтавсăр пÿлме юратман Петр Иванович Иванов çинчен Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансене çырса кăтартас шухăшăм тахçанах тĕвĕленнĕччĕ-ха. Анчах меллĕ самант тупаймарăм пулас. Халĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртни питех те меллĕ, мĕншĕн тесен Вăрнар тăрăхĕнчи Кивĕ Шуртан текен пысăках мар ялта 1935 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Арлан йăхĕнче кун çути курнă Петр Иванов 80 çулхи юбилейне уявлама кĕреке пуçтарчĕ.

Вăрнарсем ăна питĕ лайăх пĕлеççĕ тесе калама пултараймастпăр. Вăл пурнăçĕн ытларах пайне, тĕрĕсрех 54 çулне, кÿршĕ районсенче ĕçлесе ирттернĕ. Тен, çавăнпах пуль элĕксемпе йĕпреçсем ăна хăйсен ентешĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ. Апла-тăк, çĕршывра та, Чăваш енре те анлă сарăлнă хушаматпа çÿрекен Кивĕ Шуртан чăвашĕ хăйне сăпка сиктерсе ÿстернĕ Вăрнар тăрăхĕшĕн те ют пулас çук. Каккуй ют пулма, унпа тивĕçлипех мухтанма пултарать вăрманлă, юханшывлă, улăх-çаранлă Вăрнарен...

Пурнăçра, кун-çул сарса хунă тумхахлă та яка мар çул тăрăх утса хăйĕн çап-çутă тĕллевĕ çитиччен хура-шурне пайтах астивнĕ Иван пиччепе Сухви аппан аслă ывăлĕ. Ашшĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă-пуçланманах фронта тухса кайнăскер, Тула облаçĕнчи Ефремов хулинчи çар госпиталĕнче операци сĕтелĕ çинчех куçне хупнă. Чăваш салтакĕ асăннă хулари масарта хăйĕн ĕмĕрлĕх канăçне тупнă. Кунта çакна каласа хăварни вырăнлă пуль: Иван пиччен ывăлне, Петĕре, çар хĕсметне Тула хулинче ирттерме шăпа тухнă. Пĕррехинче вăл командиртан ирĕк ыйтсах Ефремов хулинчи тăванла масара çитнĕ, ашшĕ вилтăприне шыраса тупса, ун çине юратнă мăшăрĕ, кĕçĕн хĕрĕ, çывăх тăванĕсен ячĕпе чечек çыххи хунă. «Канăçлăн çывăр, пирĕншĕн ан кулян. Çемье çирĕппĕнех ура çине тăчĕ ĕнтĕ», – тупа тунă пек каланă çак сăмахсене Петр Иванов.

– Аттене вăрçа ăсатнă чухне вăл мана мачча каштине перĕниччен çĕклерĕ те: «Пысăк пул, Ивановсен хушаматне çÿле çĕкле, ял-йышра хăвăн ятна тасан упра», – терĕ. Эпĕ ун пил-халалне ăша хыврăм. Шкулта вĕреннĕ çулсенче те, ун хыççăн та аттен çутă сăнарне чун-чĕререх тытрăм, кирек хăçан та унран тĕслĕх илсе пыма тăрăшрăм, – тет паян фронтовикăн пĕртен-пĕр ывăлĕ.

Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн каччă тăван ялах таврăннă. Хĕсметре тăнă вăхăтра, пĕррехинче çĕрле парашютпа сикнĕ чухне хăйĕн урине хуçнă, икĕ уйăх госпитальте выртма тивни çинчен никам умĕнче те çăвар уçса каламасть. Амăшне те кун пирки темиçе çул иртсен тин пĕлтерет. Петĕр, тăван тăрăхах таврăннăшăн çав тери хĕпĕртенĕ Сухви аппа кăмăлне тивĕçтерсе, Тĕрлемесри ял хуçалăх шкулĕн бухгалтери уйрăмне кайса кĕнĕ. Çулталăкран Кивĕ Шуртанти «Свет» колхозра шут ĕçĕнче тимлеме тытăнать. Нумай та вăхăт иртмест, «Свет» Туçи Çармăсри Суворов ячĕллĕ колхозпа пĕрлешсе пысăкланать, Петр Иванов бухгалтер кашни ирех тăван ялĕнчен правлени вырнаçнă Туçи Çармăс çулне такăрлать. ,çленĕ хушăрах Чулхулари бухгалтерсем хатĕрлекен техникумран куçăмсăр майпа вĕренсе тухма та вăхăт тупать мал ĕмĕтлĕ каччă.

,нтĕ çутă ĕмĕт пурнăçланнă темелле. Çук иккен. Петĕрĕн шалта, чун-чĕринче хăй тахçантанпах вăрттăнлăхра тытакан тепĕр тĕллев те пулнă. Çапла вара, 27 çулхи Петр Иванов тутарсен тĕп хулине – Хусана – çул тытать, кунта фармацевтика училищине вĕренме кĕрет. 1965 çулта, диплом илсе тухсан, ĕçе вырнаçас тĕллевпе Чăвашаптека управленине, ун пуçлăхĕ Д.Ф.Раков патне шикленмесĕр пырса кĕме те хăюлăх çитерет. «Сана Элĕк районне, тĕп аптекăна, ярăпăр. Эсĕ пуçлăх лавне туртса пыма шанчăклă çын пулни калаçăвăнтанах лайăх курăнать», – ашшĕ пек лăпкăн калаçнă Ивановпа мăн пуçлăх. Сĕнеççĕ пулсан, мĕншĕн каймалла мар; Анчах вырăна çитсен савăк кăмăл улшăннă. Элĕкри аптека çурчĕ кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек ларнă: унтан çĕрнĕ, кунтан пĕренисем тухса тăраççĕ, кăмака тăрписем те тайăлнă. Çитменнине тата хутса ăшăтма пĕр пуленкке вутă çук. Кунашкал лару-тăрура та шикленсе ÿкмест çĕнĕ пуçлăх, çанă тавăрсах шанăçа тÿрре кăларма пуçăнать. Аптека çурчĕ куç умĕнчех çĕнĕ сăн илет: ăна тĕпрен юсаççĕ, шала шыв кĕртеççĕ, ăшă пырса тăмалла тăваççĕ. Пурнăç кунран-кун малалла кайса пынăçемĕн аптека пуçлăхĕн ĕçĕнче те ырă, савăнтаракан улшăнусем ытларах та ытларах хушăнма тытăнаççĕ. Элĕкре хăйĕн юратăвне тĕл пулать, Канаш районĕнчи Уçырма хĕрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрать. Элĕкрех Ивановсен ывăл ача çуралать. Малалла вĕренес, аслă пĕлÿ илес ĕмĕт-тĕллевпе хавхаланса, заведующи куçăмсăр майпа Пермь хулинчи фармацевтика институтне кĕме экзаменсем тытать.

Çав çулах ăна Чувашаптека управленийĕ Йĕпреç районĕнчи тĕп аптекăна ертсе пыма шаннă. Кунти аптека çурчĕ Элĕкри пекех кивелсе çитнĕ çуртра вырнаçнă пулнă. Петр Иванов управляющи тăрăшнипе Йĕпреçре 2 хутлă аптека çурчĕ ÿссе ларнă. Унашкал проектпа тунă аптека çурчĕ вăл вăхăтра Чăваш çĕршывĕнчи яллă районсенче тек пулман та. Çирĕп коллектив йĕркеленет аптекăра. Провизор хăй тавра çак ĕçе кăмăллакан ăста, пултаруллă фармацевтсене явăçтарать. Йывăрлăх-чăрмавсене хăюллăн парăнтарса, Иванов ертсе пыракан 37-мĕш номерлĕ тĕп аптека республикăра чи лайăххисен шутне тăрать, Петр Иванович сăнне Йĕпреç районĕн тата Аптека управленийĕн Хисеп хăмисене кĕртеççĕ, хăйне «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа чыслаççĕ. Элĕкре кун çути курнă Володя, халĕ ĕнтĕ Владимир Петрович Иванов, Йĕпреçри вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕскер тата Н.Е.Бауман ячĕллĕ Мускаври аслă техника училищинчен (халĕ – университет) хĕрлĕ диплом илсе тухнăскер – техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Тăван çĕршывăн тĕп хулинчен çемйипе тăтăшах килсе çÿрет ашшĕпе амăшĕ патне. Нина Петровнăпа Петр Иванович хăйсем те ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕсем патĕнче хăнара пулма ÿркенсе тăмастчĕç-ха темиçе çул каялла. Паян вара инçе çула тухма шикленеççĕ ветерансем. Нимĕн те тăваймăн, ватлăх çулĕсене улталаса урăх çулпа пăрса яма çук. Петр Иванович халĕ – куç курманнисен обществин Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенчи организацийĕн членĕ. Темиçе çул каялла вăл инсульт тÿссе ирттернĕ, пурнăçпа вилĕм хушшинчи тытăçуран çĕнтерсе тухнă. Çакăн хыççăн хавшанă сывлăха çирĕплетме пулăшакан меслетлĕх туса хатĕрленĕ, унпа усă курса, кĕлеткине, ăс-тăна ырă витĕм кÿрекен хăнăхусем тăвать, кун каçипе вуншар çухрăм çуран утать, Йĕпреçрен 10 çухрăмри дачăри ултă сотка çинче çĕрулми, пахчаçимĕç, сад ÿстерет.

Ăна ниепле те сакăрвунна çитнĕ тесе калаймăн. Петр Иванович Иванов хăйĕн çывăх çыннисемпе, тăван-пĕтенĕпе, ĕçтешĕсемпе пĕрле юбилей кĕрекине ларчĕ. Эпир те ăна çак ятпа ăшшăн саламлатпăр, ĕмĕр çулне малалла такăрлатса пыма çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Геннадий

КУЗНЕЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика