01 июля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕнчи халăхсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхне уçса парас, фашизма аркатма хутшăннă совет салтакĕсен вилĕмсĕр сăнарĕсене упраса хăварас, вĕсен тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрусене патриотла воспитани парас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри «Герои Великой Победы-2015» литература конкурсĕ пуласси çинчен эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ăна Раççейри çар историйĕн обществипе Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви тата «Не секретно» издательство çурчĕ йĕркеленĕ.
Конкурса 3 592 ĕç пынă, 724 ĕçе пăрахăçланă. Сăвă-калав ăстисем Раççейри регионсенчен кăна мар, ют çĕршывсенчен те, çав шутра Германирен, Америкăран, союзлă республика пулнă патшалăхсенчен тупăшнă, Чăваш Республикинчен те чылаййăн хутшăннă.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалланă конкурс дирекцийĕ чи лайăх сăвăсемпе калавсене иккĕмĕш тура хутшăнма суйласа илнĕ, унта çĕнтерекенсемпе лауреат ятне илекенсен произведенийĕсем вара уйрăм кĕнекере кун çути курĕç. Пĕрремĕш тур витĕр ăнăçлă тухнă сăвăçсем хушшинче пирĕн хаçатăн активлă авторĕсем те пур, вĕсене конкурс дипломанчĕн сертификачĕпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ.
Галина Матвеева (Аçăмçырми) вулакансене «Чăваш» поэмăпа савăнтарчĕ, ăна куççульсĕр вулаймастăн, конкурса халĕ унăн «Его звали Чуваш» хайлавне (вырăсла Аристарх Дмитриев поэт ăста куçарнă) тăратнă.
Валерий Кошкин (Хăмăш) Раççей шайĕнчи конкурсра пĕрремĕш хут палăрнă, жюри членĕсене унăн пирĕн хаçатра кăçал пичетленнĕ «Родники России» сăвви кăмăла кайнă.
Унăн ывăлĕ Сергей Кошкин вара çакнашкал конкурссенче çĕнтерекен çĕнĕ çын мар. Вăл вунă çул каяллах Аслă Çĕнтерÿ юбилейне халалланă Пĕтĕм тĕнчери (!) поэзи конкурсĕнче лауреат ятне çĕнсе илнĕччĕ. Мачамăшра пурăнакан кукашшĕне, Павел Иванович Князев ĕçпе вăрçă ветеранне, халалланă «Медаль вручали за Победу» сăвви Мускаври парада хутшăннă çĕнтерÿçĕсене чысланă чухне Поклонная гора çийĕн мухтавлăн янăранă.
Вăл таможньăра ĕçленĕ çулсенче Атăлçи сăвăçĕсем хушшинче те, республикăри «Юрла, салтак, юрла!» конкурсра та пĕрре мар çĕнтернĕ. Ку хутĕнче жюри унăн «История любви» поэмине суйласа илнĕ. Унта вăл совет салтакĕсен Курск пĕккинчи паттăрлăхне, йывăр аманнă вырăс танкисчĕпе чăваш медсестри хушшинче фронтра тĕвĕленнĕ юратăвне, вăрçă хыççăнхи тĕлпулу самантне, çемьери телейне, хальхи çамрăксем вĕсенчен ырă тĕслĕх илнине чуна пырса тивмелле çырса кăтартнă. Сăмах май, çак паха поэма та чи малтан пирĕн хаçатра кун çути курнăччĕ.
18 çула çитмен ачасенчен сертификат илме тивĕç пулнисем хушшинче – Шупашкарти Президент гимназийĕнче тата Степан Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнче вĕренекен Максим Краюшкин çамрăк сăвăç (амăшĕпе кукамăшĕ – Хăмăшран). Дипломант, Мускаври физикăпа техника институтĕнче ăс пухакан пиччĕшĕ Евгений пекех, пултаруллă спортсмен çеç мар (каратэ енĕпе хула чемпионĕ, ухăран тĕл перессипе ăмăртусен призерĕ), физикăпа математикăна юратса вĕренет, çамрăк баянистсен конкурсĕсенче çĕнтерет, сăвăсемпе калавсем çырса тĕлĕнтерет, хăйĕн вăхăтне тĕрĕс йĕркелет.
Пултаруллă, литература анинчи ĕçчен ентешсене Пĕтĕм Раççейри конкурсăн иккĕмĕш турĕнче те çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.
Анна ЕГОРОВА,
университет доценчĕ,
филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.