01 июля 2015 г.
Ярмушка тăрăхĕнчи «Утмăлтурат» фольклор ансамблĕ анчахрах хăйĕн пултарулăхĕпе çĕршывăн çурçĕр тĕп хулинче пурăнакансене те савăнтарнă
Инçет çула вунпĕрĕн, Чăваш наци культурин Санкт-Петербургри автономийĕн канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи представителĕ В.Живов чĕннипе тухса кайнă, чăвашсен Акатуйне хутшăннă.
– Пире поезд çинчен ансанах кăмăллăн кĕтсе илчĕç, ятарлă ГАЗельпе Сусанинăна, уяв вырăнне, илсе кайрĕç, çăкăр-тăвар сĕнчĕç. Куракансем кашни номерех тăвăллăн алă çупса йышăнни, пĕрле юрлани, ташлани, савăнни, чăваш çи-пуçĕпе кăсăкланни кăмăла çĕклерĕ,– каласа кăтартрĕç ансамбле çÿрекенсем.
Уяв хыççăн та канма шутламан «Утмăлтурат» артисчĕсем. Нева проспектне, дворецсен площадьне çитнĕ, çĕрле кĕперсем уçăлнине пăхса савăннă. Тепĕр кунне Петергофра, 1-мĕш Петĕр патша керменĕнче, Исаакий соборĕнче, ытти çĕрте пулнă.
Питĕртен вĕсем кунта пурăнакан мĕнпур халăх ячĕпе çырнă Тав хутне илсе таврăннă.
– Хамăра юмах тĕнчинче пулнăн туйрăмăр. Мĕн тери хитре-çке Раççейĕн çурçĕр тĕп хули! – терĕç артистсем.
С.ЧИКМЯКОВА.