Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пурăнмалла – пĕрле аталанмалла!

27 июня 2015 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш енри уйрăмĕн 22-мĕш конференцийĕ иртрĕ.

Конференци ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Руслан Тихонов, партин ĕç тăвакан комитечĕн представителĕ Лариса Жаркова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, депутатсем, влаç органĕсен ертÿçисем, район пуçлăхĕсем, парти членĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Конференцире 6 ыйту пăхса тухрĕç. Тĕп ыйту – ЧР Пуçлăхĕн дожноçне йышăнма «Единая Россия» партирен кандидат тăратасси.

Мероприятие партин Чăваш енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ертсе пычĕ. Вăлах маларах районсенче иртнĕ праймеризсенче виçĕ кандидат чи нумай балл пухнине пĕлтерчĕ. Вĕсем – ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕн заместителĕ Елена Николаева тата «Базис» общество управляющийĕ Алексей Львов. Конференцире вĕсене те сăмах пачĕç. «Çакăнта ларакан кашни çын республика пуласлăхĕшĕн пăшăрханать. Çавăнпа эсир тивĕçлĕ йышăну тăвасса шанатăп», – терĕ Елена Николаева. Михаил Игнатьев вара республика Пуçлăхĕнче ĕçленĕ чух тунă ырă ĕçсене аса илчĕ. «Чăваш ен правительстви пилĕк çул каялла çирĕплетнĕ ятарлă стратегипе килĕшÿллĕн ĕçлерĕ. Партипе влаç органĕсем палăртнă пур программăна та пĕрле пурнăçлама тăрăшрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ халĕ те тухăçлă ĕçлет. Çавăнпа экономикăра та, социаллă сферăра та лайăх кăтартусем тума май килчĕ. Малашлăх тĕллевĕсем те пирĕншĕн уçăмлă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, тунă йăнăшсене пĕтерсе малалла çирĕппĕн утăпăр», – терĕ вăл.

Конференци вăхăтĕнче вăрттăн сасăлав иртрĕ. Виçĕ кандидатран пĕрне суйламалла пулчĕ делегатсен. Ун пĕтĕмлетĕвĕпе 115 çынран 114-шĕ Михаил Игнатьевшăн сасăларĕ. «Мана шаннăшăн пурне те тав! Умра – çăмăл мар тапхăр. Пурте пĕрле туслăн ĕçлесен – çĕнтеретпĕрех!» – пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич. Конференцирех суйлав умĕнхи программине çирĕплетрĕç, ытти ыйтупа та тивĕçлĕ йышăну турĕç.

Михаил Игнатьев Совет Федерацине тăратнă кандидатсен ячĕсене те пĕлтерчĕ. Вĕсем – Чăваш енĕн Пĕрремĕш Президенчĕ, Раççей Президенчĕн советникĕ Николай Федоров, Чăваш Республикин Чăваш Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Травмоталоги, ортопеди тата эндопротезировани федераллă центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика