27 июня 2015 г.
Ачасен пурнăçĕпе, вĕсен аталанăвĕпе тата воспитанийĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас ĕçе патшалăх тата общество тÿрремĕнех хутшăнма тивĕç.
– Цивилизаци обществин паллисенчен пĕри – сывлăх енчен хевтесĕр çынсене тимлĕх уйăрни. Вĕсем хăйсене обществăра ыттисенчен никамран та кая мар хăтлă туйччăр тесен май килнĕ таран йăлтах тумалла, – палăртнăччĕ Михаил Игнатьев 2012–2017 çулсенче ачасем валли тумалли ĕçсен наци стратегине пурнăçа кĕртессипе иртнĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче.
Чăваш енре паян 16,8 пин хевтесĕр ача пурăнать, вĕсенчен 4822-шĕ – инвалид. Çакăн пысăкăш йыш – обществăран уйрăлмасăр пахалăхлă пĕлÿ, воспитани илтĕр тесен патшалăх органĕсен тивĕçлĕ условисем йĕркелемелле.
Республикăра ятарлă (коррекци) вĕренÿ учрежднийĕсем –15. Вĕсенче тĕрлĕ ача – япăх куракансем, начар илтекенсем, калаçу енчен чăрмав пуррисем, ăс-тăн аталанăвĕ пăсăлнисем, ыттисем. Юлашки çулсенче республикăри ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăх енчен хавшакрах вĕренекенсем валли те условисем тăваççĕ. «Пурте усă курма юрăхлă хутлăх» пĕрремĕш çул кăна мар ĕçлет. Юлашки виçĕ çулта çеç ун валли 200 млн яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.
Вăрнар районĕнче инвалид ачасем 41-ĕн. Вĕсенчен саккăрăшĕ вĕрентÿ программине дистанцилле майпа (Аçăмçырминчи, Пăртасри, Туçи Мăратри, Хапăсри, Калининăри, Чăрăшкас Хирлепри тата Санарпуçĕнчи шкулсенче), пиллĕкĕшĕ килте, ыттисем шкулсенчех ăса хываççĕ.
Дистанцилле майпа пĕлÿ илекенсем çак мелпех вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсене, çавăн пекех аслă шкулсене кĕме пултараççĕ.
– Вăрнар районĕнчен дистанцилле майпа икĕ ача вĕренсе тухнă. 2012 çулта 2-мĕш шкула пĕтернĕ çамрăк акă Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психологипе педагогика факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет, Вăрманкасри шкултан пĕр хĕрача поселокри 1-мĕш шкула куçнă. Сусăр ачасене пĕлÿ паракан учительсем ку енĕпе ятарласа квалификацие ÿстернĕ, – пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова.
«Пурте усă курма юрăхлă хутлăх» программăпа районти шкулсенче те сахал мар ĕç пурнăçланă. Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенче санузелсене, вĕрентÿ кабинечĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, ятарлă оборудовани вырнаçтарнă. Кăçал ку программăна Калининăри тата Хапăсри шкулсем хутшăнаççĕ.