23 июня 2015 г.
Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне пирĕн ентеш – Вăрнарта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн çурçĕр тĕп хулинче ĕçлесе пурăнакан профессор, РАЕ академикĕ Сергей Арсеньевич Владимиров та хутшăннă. Тĕнчери тĕрлĕ паллă журналсемпе изданисенче экономика аталанăвĕн концепцийĕсене пичетлекен автора форума ятарласа чĕннĕ. Хăй каланă тăрăх, çакнашкал чыс ăна малашне тата пысăкрах ĕçсем патне туртăнма хистет. Ун студенчĕсене те ăнăçнă темелле – вĕсем ăслă, паллă, аталанакан профессор патĕнче пĕлÿ илеççĕ.
Форума тĕнчипе паллă ăсчахсем хутшăннă. Пирĕн ентеш регионсен аталанăвĕн стратегийĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртакан сессире экономика наукисен докторĕ Владимир Квинт академик, техника регулированийĕ тата метрологи енĕпе ĕçлекен федераллă агентство ертÿçи Алексей Абрамов, Раççей наукисен академийĕн академикĕ Абел Аганбегян, ыттисем тухса каланисем уйрăмах пĕлтерĕшлине пĕлтерчĕ.
Сăмах май çакна та каламалла, Сергей Арсеньевичăн ĕçĕсем Парижри кĕнеке салонĕнче вырăн тупнине пĕлтернĕччĕ. Нумаях пулмасть вара унăн экономика эффективлăхĕпе çыхăннă тăватă ĕçĕпе Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Вĕрентÿ салонĕнче те паллашма май пулнă.
С.СВЕТЛОВА.
С.Владимиров – аялти ретре, сулахайран пĕрремĕш.