Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçми мăн асатте

23 июня 2015 г.

Павел Денисович Денисов тесе чĕннĕ ман мăн асаттене. Вăл 1913 çулта Кăмпал ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче фашистсене хирĕç çапăçма фронта тухса кайнă. Унăн килĕнче икĕ ача тăрса юлнă.

Манăн мăн асаттен çывăх тусĕ – Антип Николаевич Николаев (Шевле) – СССР Журналистсен союзĕн членĕ, Писательсен союзĕн членĕ, çар çыравçи пулнă. Çавăнпа та манăн мăн асатте хайĕн ачине Антип ят панă. Вăрçăра мĕн тÿссе ирттернине тусне каласа панă. Çыравçă «Салтак астăвăмĕ» кĕнекен 8-мĕш томĕнче Павел Денисович Денисов çинчен «Я вас не подведу...» ятлă очерк çырнă.

Мăн асатте Украинăри танкистсен ретне лекет. 1942 çулхи августра патшалăх экзаменĕсене панă хыççăн 59-мĕш çар юсав батальонне лекет. Командир мăн асаттесен батальонне пĕр кун хушшинче пилĕк танк юсама хушнă. Каç валли вĕсем тăватă танка йĕркене кĕртнĕ, анчах пиллĕкмĕшĕ валли пĕр запас пайĕ çитмен. Павел Денисович нимĕçсен «Тигр» танкĕ патне вăраххăн шуса пынă. Нимĕçсем мăн асаттене курсан автоматсенчен пеме тытăннă. Амантнă, анчах та вăл запас пайне кăларса илсе хамăр салтаксем еннелле ывăтма вăй-хал çитернĕ. Хăй тăнсăр пулса кайса ÿкнĕ. Госпитальте 25 çулхи салтака операци сĕтелĕ çине хунă, анчах та аманнă куçне сыхласа хăварайман.

Хыççăн ăна Ижевскри хĕç-пăшал тăвакан завода янă.

Павел Денисовичăн куçĕ халĕ те Мускаври музейра упранать. Мăн асаттене тĕп хуларан искусственнăй тунă куç ярса парса тăнă. Мĕн тĕсли кăна пулман пулĕ: симĕсси, кăвакки, хăмăрри...

Çавăн пек ĕç те пулса иртнĕ: Украинăри пĕр хулана кĕрсессĕн спирт завочĕ тĕлне лекнĕ пирĕн салтаксем. Ывăннă хыççăн шăмшака çемçетме эрех тутанса пăхнă. Анчах та мăн асатте ырра мара сиснĕ пекех эрехе çăвар яхăнне те яман. Симĕс шĕвеке тутанса пăхнă салтаксем çавăнтах вилсе выртнă. Нимĕçсем эрехе наркăмăшласа хăварнă иккен.

1945 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче киле вăрçă инваличĕ пулса таврăннă. «Новый путь» колхозра ĕçлеме тытăннă. 1986 çулта мăн асатте яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайнă.

«Вăрçă кунĕсем пирки сайра асилетчĕ атте. Эпĕ сире вăл мĕн каласа панине каласа патăм, мăнукăмсем. Эсир те хăвăр ачăрсене Павел Денисовичăн паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа парăр», – терĕ асанне шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса. Шел, мăн асаттен сăнÿкерчĕкĕсем те, орденĕсемпе медалĕсем те упранса юлман. Вăл III степень Мухтав орденне илме тивĕç пулнă.

Ю.НИКОЛАЕВА.

Хăмăш.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика