23 июня 2015 г.
Манăн мăн асаттем Георгий Леонтьевич Леонтьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче бомбардировщиксен инçене вĕçекен авиадивизинче 81-мĕш эскадрильйă командирĕ пулнă. Ку дивизи пуçĕнче çав вăхăтра пурте лайăх пĕлнĕ М.В.Водопьянов – Совет Союзĕн Геройĕ тăнă. Тăванĕсем астуса каласа кăтартнă тăрăх, мăн асатте ачаран, çамрăкран пурнăçа хытă юратнă, питĕ хаваслă, вашават çын пулнă, ялтисене хăйĕн чаплă вĕренĕвĕпе тĕлĕнтернĕ. Асаттем ăна ман пичче – мăн пиччем тенĕ, ыттисем Якур тесе чĕннĕ.
Георгий Леонтьевич вăрçă пуçланнă тĕле опытлă летчик шутланнă. Вăрçă çулĕсенче çапăçăва кĕрсе 284 хутчен вĕçнĕ, гитлеровецсен колоннисем çине Волоколамск хули патĕнче нумай хутчен бомбăсем тăкнă, тăшман тылне хăраса тăмасăр вĕçнĕ, Чехословакири партизансене хĕçпăшал тăратнă. Пуринчен те ытларах асра юлни уншăн фашистсен йăвине – Берлин çине бомбăсем пăрахни пулнă. Хăшпĕри, тен, пĕлмест те пуль: вăрçă тапрансан уйăх ытларахранах, июль – август уйăхĕсенче, пирĕн авиаци Берлин тăрринче темиçе хутчен вĕçсе çаврăннă. «Пирĕннисем Берлин çине бомбăсем пăрахнă!» – ку хыпар пурне те хавхалантарнă.
Сталин приказĕ М.В.Водопьянов патне 1941 çулхи августăн 8-мĕшĕнче çитнĕ: «Берлин çине вĕçмелле, фугас бомбисем, вут чĕртекен бомбăсем пăрахмалла». Йывăр авиаци самолечĕсем 4000 килограмлă бомбăсемпе ниçта чарăнса лармасăр вĕçсе каялла чиперех тухнă. Августăн 10-мĕшĕнче харăсах вунă бомбардировщик çĕкленнĕ, 7000 метр çÿллĕшĕнче летчиксем Берлина çитсе киличченех кислород маски тăхăнса вĕçнĕ. Сивĕ тар куçа хупланă, юн тымарĕсем вĕриленсе тулнă. Берлина çÿлте «мессершмитсем», аялтан зенитка батарейисем хуралланă. Сентябрĕн 5-мĕшчен Берлин çине тăхăр авианалет тунă. Берлина 33 самолет, ку çывăхри ытти хуласене 37 самолет бомба пăрахнă. Пирĕн Георгий Леонтьевич Леонтьев капитан çав хăюллă летчиксен ретĕнче вĕçнĕ. Паттăрлăхĕшĕн ăна икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, нумай медальсемпе наградăланă. Мăн асатте пуçран йывăр аманнă, тимĕр ванчăкĕсем ÿте кĕрсе ларнипе суккăрланса 1-мĕш ушкăнри инвалид пулса юлнă.
Хăмăшра 1906 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче çуралнă мăн асатте Г.Л.Леонтьев вăрçă хыççăн мăшăрĕпе Мускав облаçĕнче пурăннă. Вĕсем хĕрпе ывăл – Маргаритăпа Валерие пăхса ÿстернĕ. Шутлатăп та, эпир вĕсем умĕнче пысăк парăмра.
Ирина ПАВЛОВА,
Канашри педагогика колледжĕнчи 301-мĕш ушкăн
студентки.