23 июня 2015 г.
Вăрнар район прокуратури «Юнтапа» ялхуçалăх кооперативĕ шалăва вăхăтра тÿленине тĕрĕсленĕ, Раççей Конституцин 37-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнче, Раççей Ĕç кодексĕн 136-мĕш статйин 6-мĕш пайĕнче пăхнă требованисене пăснине тупса палăртнă.
2015 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне организаци 25 çын умĕнче, февраль–март уйăхĕсемшĕн пĕтĕмĕшле 225050 тенкĕлĕх парăма кĕнĕ.Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе «Юнтапа» ЯХПК ертÿçи тĕлĕшпе административлă производство пуçарнă, 25 ĕç çыннин интересĕсене хÿтĕлесе суда суд приказĕсем парасси пирки заявленисем янă.
Л.СПИРИДОНОВА,
район прокурорĕн помощникĕ юстици кĕçĕн советникĕ.