Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав кунĕ уçăмлă

17 июня 2015 г.

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 31-мĕш сессийĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕн суйлавне ирттересси çинчен йышăну тунă. Вăл пĕрлехи суйлав кунĕнче, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, пулĕ. Çак кунах вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ те.

Депутатсем çавăн пекех кадрсем тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ икĕ йышăну тунă. Патшалăх строительствин, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Николай Малов пушă пулнă вице-спикер вырăнне йышăннă. Ытларах сасă пухса Патшалăх Канашĕнчен РФ Саккун кăларас Пухăвĕн Федераци Канашне сенатора Вадим Николаева, «Чувашский бройлер» АУО генеральнăй директорне, уйăрнă.

Республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе вице-премьер – финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Тÿрлетÿсене кура 2015 çулхи бюджет 3,6 млрд тенке яхăн хушăнать. Çав шутра – агропромышленноç комплексне тĕревлеме, ял территорийĕсене аталантарма, сывлăх сыхлавне пулăшма, вĕрентÿ, физкультурăпа спорт, культура, çул-йĕр хуçалăхĕ валли тата ыт.те. Улшăнусем кĕртнĕ май бюджет тупăшсем тĕлĕшпе 37 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашĕ (ÿсĕм – 10,7%), тăкаксем тĕлĕшпе – 41 млрд тенке яхăн (11,4%) ÿсет. Саккун проектне сÿтсе явнă хыççăн депутатсем ăна тÿрех икĕ вулавпа йышăннă.

Нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсама хваттерсен хуçисенчен укçа пухни пирки каллех сăмах пуçарнă. Капиталлă юсав фондне тивĕçлĕ тÿлевсен çуррине яхăн пайĕ кăна кĕрет-мĕн. Эппин, влаçсен ку ыйтупа халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелес енĕпе пайтах тăрăшмалла-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика