17 июня 2015 г.
«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕнчи механизаторсем выльăх апачĕ хатĕрлемелли тапхăрта пур йышши техникăна та тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Акă, Александр Федоров тракторист нумай çул ÿсекен курăксене çĕнĕ йышши косилкăпа çулать. Симĕс массăна Геннадий Алексеев, Петр Краснов, Борис Шариков механизаторсем Уйкас Явăшри ферма çывăхĕнчи траншея патне турттарса тăраççĕ. Михаил Владимиров тракторист çулнă курăка хăватлă техникăпа пусăрăнтарать.
Ĕç тирпейлĕ те хăвăрт пулса пыни пирки сăмах пуçарсан, сĕт-çу фермин ертÿçи Владимир Павлович Петров çапла хуравларĕ:
– Эпир кашни çулах выльăх апачĕ тулăх хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх хуратпăр, мĕншĕн тесен выльăхсен йышне çулсерен ÿстерсе пыратпăр. Халĕ вĕсене 335 пуçа çитертĕмĕр, вăл шутран сăвакан ĕнесем 92. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та фермăсем çывăхне апат тулăх хатĕрлесе хăваратпăр. Уйкас Явăшри 700 тонна вырнаçакан траншейăна эрнере сенажпа тултартăмăр. Халĕ Çăкаллă Явăшра тепĕр траншея хыватпăр. Механизаторсен тепĕр ушкăнĕ утă çулса хатĕрлессипе тимлет. Петр Краснов тракторист улăхри утта 400 рулон хатĕрленĕ. Апат тулăх пулсан, тупăшĕ те пулатех.
В.МОСКВИН.