17 июня 2015 г.
Июль уйăхĕнчен коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлекен хаксем ÿсеççĕ. Ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тариф республикипе – 8,8, сивĕ шывшăн 11,8 процент хакланать. ЧР конкурентлă политикăпа тариф службин пуçлăхĕ Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх, çакă пирĕн республикăшăн саккунпа çирĕплетнĕ ÿсĕм виçинчен иртмест.
Кăçалхи июльтен хула халăхĕ электричество çутин пĕр кВт сехечĕшĕн 2 тенкĕ те 80 пус (ÿсĕм 7,3 процент), ял çынни 1 тенкĕ те 96 пус (ÿсĕм 7,1 процент) тÿлеме тытăнать. Çутçанталăк газĕн пĕр кубла метрĕ 5 тенкĕ те 4 пуса çитет (35 пус хакланать).
Асаилтерер, сахал тупăшлă çемьесем коммуналлă пулăшу тăкакĕшĕн яланхи пекех субсиди илме пултараççĕ. Республика бюджетĕнче çакна валли 273,6 млн тенкĕ уйăрнă. Ку – пĕлтĕрхи виçерен 20,9 процент ытларах. Кăçалхи январь–апрель уйăхĕсенче 15 пин те 885 çемье 90 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Паянхи кун республикăри кашни тăваттăмĕш çемье пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевне саплаштарма пулăшу илет.
Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи майăн 25-мĕшĕ тĕлне коммуналлă пулăшу тарифĕсем пирĕн республикăра федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен йÿнĕрех пулнă.