17 июня 2015 г.
Вениамин Сорокинăн сăввисем юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче район хаçатĕнче тăтăшах пичетленсе пычĕç. Вĕсем, иккен, лирика альбомĕнче çур ĕмĕр ытла пухăннă.
Унта иртнĕ ĕмĕрĕн 50–60-мĕш çулĕсенче ялти литература кружокĕн журналĕнче вырнаçтарнисем те, ку ĕмĕрте хайласа хушса хунисем те пур. Ансат йĕркесем пĕтĕмпех автор шухăш-туйăмне палăртаççĕ, пĕтĕмпех унăн кун-çулĕпе çыхăннă. Асăрханă тăрăх, вулакана пуринче те ытла шăпах çак пулăм кăсăклантарнă. ВенСор шăрçаланисем такамшăн та çывăх, вулакан унта куçа-куçăн питĕ ăнланмалла калаçать тейĕн. Поэт-профессионал е чĕлхеçĕ-специалист хăш-пĕр тĕлте тиркешме те пултарĕ, анчах авторĕ никампа та чĕрре кĕмесĕр юмахласшăн, хăйĕнчен каламаллине вăл ытлашши юптарса тăмасăр çавăрттарса хурать.
Паллă поэт тата журналист, Иван Ивник тата Анатолий Емельянов ячĕллĕ премисен лауреачĕ Валерий Кошкин «Шуçăм сăввисем» кĕнеке пуçламăшĕнче каланинчен: «ВенСор тăван çутçанталăк илемне кирек хăш вăхăтра та сăвăç куçĕпе пăхса, хăйĕн чĕри витĕр кăларса хаклама пĕлет, асамлă йĕркесем парнелет. Куç умне манăçми сăнсем тухса тăраççĕ, ырă туйăмсем çуратаççĕ. Сăвăçăн хĕври хĕвелĕ вулакан чунĕнче таса та çутă пайăркасем хăварать». Хамран çапла хушса хурăттăм: «Автор, çакăнпа пĕрлех, тăван тавралăх ырлăх-пурлăхне упрама чĕнет. Ватлăхри кунсене, туслăха, тăванлăха хаклама ÿкĕтленисем шухăша путараççĕ. Поэт хастар ĕçлекене – харпăр хăй аллипе пурнăç тăвакана мухтать. Телей-ăраскал пуянлăхра мар, укçашăн çеç антăхни этеме нĕртен кăларать». Тăван çĕршыв хаклă: «Тăван яла асрах тытатпăр, тавах сана, çуралнă кил. Вăл пулнăран килсех тăратпăр. Анне, чунрах эс панă пил» – «Атте-анне пилĕ» сăвăран. «Чăваш ен – юратнă кил, варринче – тăван Вăрнар. Эп кунта туяннă пил. Ĕмĕр туслă пурăнар» – «Вăрнар» сăвăран.
Килĕштерет юрра, сăвва
Ман мĕнпур тăван-тавраш.
Чăваш ен, сана саватăп,
Мухтансах калатăп – эп чăваш.
Тăван çĕрĕм, эсĕ пит илемлĕ.
Хупăрларĕç таврана садсем.
Хамăн килĕм-çуртăм та чечеклĕ.
Чăвашсем – хастар ĕçчен çынсем.
Çутçанталăкпа чунтан киленекен уншăн ырă ĕç тăватех. Хурăн лартакан ăна пысăк пулма, мăшăр тупма сĕнет, çумăн сирень лартса парать («Çилпеле вылять...» сăвăран). Тĕнчери лару-тăрăва сÿтсе явнă чухне сыпса мухмăрлаканĕ те урăлса каять: мала мĕскершĕн вилĕм урлă, пĕтеслĕх витĕр утмалла; («Пурнăç»). Пурнан кун-çулта пурин те ырăпа пурăнасчĕ:
Хĕвел анма çитмен-ха вăхăт,
Пурăнасчĕ-ха вăй пĕтиччен.
Кашни çĕн кĕвĕ юрă пултăр,
Чун савтăр ĕмĕр иртиччен.
Кĕнекене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, фотоматериалпа пуянлатнă. Авторĕпе паллаштарни пур. В.И.Сорокин – республикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Раççей пичечĕн отличникĕ. Вăтăр виçĕ çул Вăрнар типографийĕн директорĕ пулчĕ. Хаçата халĕ те çырать, халăх ĕçне хутшăнать, шкулсене тухса çÿрет. Пултарулăхĕнче ăна пархатарлă ăнăçусем сунас килет.
М.ВАСИЛЬЕВ.