Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăçа туйса

11 июня 2015 г.

Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн июнĕн 9-мĕшĕнчен Михаил Игнатьев Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăннă.

Çак кунах Михаил Игнатьев «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн политканашĕн ларăвне хутшăннă. Унта тунă йышăнусенчен пĕри – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне тăратма кандидатурăна палăртассипе партин шалти малтанхи сасăлавне ирттерни.

Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, Михаил Игнатьев хăйĕн полномочийĕсен срокĕ августăн 28-мĕшĕнче тухнине палăртнă.

– Иккĕмĕш срока суйланма тăратассин тĕп условисен шутне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шанăçне тата суйлавçăсен шанăçне хуратăп, – пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. – Эпĕ Раççей Федерацийĕн Президентне вăл манăн отставкăна йышăннишĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланнă çын должноçа кĕриччен Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама уйăрнăшăн тав тăватăп. Çак шанăç ман çине пысăк яваплăх хурать.

М.Игнатьев вăхăтлăх пурнăçлав Пуçлăхăн тата республика Правительствин ĕçĕ çине нимĕнле витĕм те кÿменнине палăртнă.

– Республика Правительстви Чăваш ен çыннисен ырлăхĕшĕн хăйĕн ĕçĕсене штатлă режимпах туса пырĕ, – тенĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика