Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕнтерÿ çулĕ» Тайланда та çитнĕ

11 июня 2015 г.

«Çĕнтерÿ çулĕ» Тайланда та çитнĕ

Тĕрĕссипе, Вăрнар район хаçатне аякри çĕршыва Чăрăш Ишекре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Вениамин Павлов илсе çитернĕ.

Вăл каланă тăрăх, Пхукет утравĕнче пичет изданийĕсене вулакансем çав тери сайра. Анчах та вырăнти çынсем, канма килнисем «Çĕнтерÿ çулне» кăсăклансах пăхнă. Вениамин Павлов хаçатра мĕн çырнине ăнлантарса панă.

Вăл Тайланда илсе кайнă номерсенчен пĕринче шăпах Санарпуçĕнчи Михаил Платонович Платонов (Солдатов) салтак çинчен çырни пулнă. Вениамин Павловăн аслашшĕ Польшăра вилнĕ. Çавăнпа та вăрçă паттăрĕсене хисеплесси ун чунне çирĕп кĕрсе вырнаçнă.

Тайландран таврăннă хыççăн вăл хаçатри герой патне килне çитме шутланине пурнăçларĕ. «Çĕнтерÿ çулĕнче» тухнă сăнÿкерчĕке пысăклаттарса вăрçă участникне парнелерĕ.

– Паянхи ахаль те ансат мар пурнăçра пĕр-пĕринпе, тепĕр чух тăвансемпех, вăрçатпăр. Ырă утăмсем ытларах тăвасчĕ. Кунне пĕр ырă ĕç те пулин, – терĕ вăл хăй Солдатов патне çитнин сăлтавне уçăмлатса.

Тĕп хулара пурăнать пулин те Вениамин Павлов çуралнă ялне тăтăшах килсе çÿрет. Пиллĕкĕн ÿснĕ тăван килĕнче унăн халĕ ашшĕпе аслă пиччĕшĕ пурăнаççĕ.

– Кашни килмессерен «Çĕнтерÿ çулне» вĕçне çити вуласа тухатăп. Район, республика пурнăçне туллин çутатни килĕшет, – тет вăл.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика