11 июня 2015 г.
Шкул çулĕчченхи вĕренÿ тытăмне аталантарасси, амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлесси
пирки каласа кăтартрĕ черетлĕ кăларăмра Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Премьера сенкер экрансем çине июнĕн 9-мĕшĕнче тухнă.
Сывă амăшĕ – сывă ача
Михаил Игнатьев Президентăн перинаталь центрĕнче пулни шăпах тин çуралнă ачасене больницăран кăларнипе тĕл килчĕ. Чечексем, йăл кулă, салам сăмахĕсем. Çамрăк амăшĕсем хăйсен савăнăçне пытармарĕç, медиксене, акушерсене пепкесене çут тĕнчене килме тивĕçлĕ условисем туса панăшăн тав турĕç.
Паян çулталăкра пин çын пуçне 14 ача çуралать. Ку – Атăл тăрăхĕнчи округри регионсенчен чи лайăххи. Пĕлтĕр республикăра 2010 çулхипе танлаштарсан 1050 ача ытларах кун çути курнă. «Çак цифрăсем оптимизмла туйăмсем парнелеççĕ. Чăваш енре демографи тытăмĕ лайăхланать, эппин пирĕн пуласлăх пур, – терĕ Михаил Игнатьев. – Пирĕн паян çамрăк граждансем пĕрремĕш кунранах хăтлă пурнăçпа пурăнччăр тесе тăрăшмалла».
Президентăн перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Сергей Милаев Чăваш ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева физиотерапи уйрăмĕ тăрăх кăтартса çÿрерĕ. Кунта бассейн та пур. Клиникăпа диагностика уйрăмĕнче амăшĕсен шкулне йĕркеленĕ, кунта ача кĕтекене пепкисене пăхас хăнăхусене вĕрентеççĕ. Сывлăх сыхлавне çĕнетсе улăштарас программăпа 124 млн тенке яхăнлăх хальхи вăхăтри 290 медицина оборудованийĕ туяннă. Сиплевпе диагностика корпусĕнче 42 млн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă.
Çак центр пуррине кура республикăри хĕрарăмсем иккĕмĕш, виççĕмĕш ача çуратма хăрамаççĕ. Çул ÿсĕмĕ те хăратмасть вĕсене. Михаил Игнатьев 40-рен иртнĕ пулас амăшĕсемпе калаçрĕ.
Нумай ачаллă çемьесем ытларах
Ача кĕтекенсем Чăваш ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева малтан хăйсем генетика скринингне тухнине каласа кăтартрĕç. Хромосомсен пуххи тăрăх центр специалисчĕсем ача тĕвĕленичченех патологи хăрушлăхне палăртаççĕ. «Тĕплĕ диагностикăна пула çулсеренех 50–60 ачан йывăр чирне тупса палăртатпăр», – пĕлтерчĕ Сергей Милаев.
Перинаталь центрĕн врачĕсем çутçанталăка çĕнтерме вĕреннĕ. Хальхи вăхăтри репродуктивлă пулăшу технологине пула икĕ пине яхăн хĕрарăма амăшлăх телейне туйма май панă.
Енчен те ача кăтартнă вăхăтран маларах çуралнă-тăк, ăна инкубаторта пăхса çитĕнтереççĕ. Пепке унта хăйне амăшĕн чĕри айĕнчи пекех лайăх туять. «Çакă та пĕлтерĕшлĕ, Чăваш енре пĕтĕм Раççейĕпе илсен тин çуралнă ачасем вилессин шайĕ чи пĕчĕкки. Çав тери пĕчĕк йывăрăшлĕ ачасене ÿт хуштарас опытпа вара чи лайăх виçĕ регион йышĕнче», – пĕлтерчĕ М.Игнатьева Сергей Милаев.
Курни пирки журналистсемпе калаçнă май, Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн аталанăвĕпе çав тери кăмăллă пулнине палăртрĕ. Кунта йăлтах тĕнче стандартне тивĕçтерет. Урамра кÿмепе çÿрекен амăшĕсене курма çав тери кăмăллă. Виçĕ, тăватă е пилĕк ача çитĕнтерекен çемьесем йышланса пыраççĕ. Нумай ачаллă çемьесен йышĕ юлашки виçĕ çулта 26 процент ÿснĕ. Ку çав тери лайăх.
Черет чакать
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Созвездие» ача садĕнче калаçнă Марина Тихонова та виççĕмĕш ачине кĕтет. Учреждени Миттов бульварĕнче 2013 çулта уçăлнă.
Тихоновсене, кунта вĕсен ывăлĕпе хĕрĕ çÿреççĕ, ача садĕнчи хăтлăх, вĕренÿ процесĕ килĕшеççĕ.
Садике 456 ача çÿрет. Наталья Спиридонова ертÿçĕ кунта космонавтика музейĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех музыка, физкультура залĕсем, изостуди, акăлчан чĕлхин, педагог-психолог пÿлĕмĕсем пур. Территорире автохула вырнаçтарнă. Хевтесĕр ачасене çÿреме майсем туса панă.
Бассейнра «хавшаккисем» сыввисемпе пĕрле ишме вĕренеççĕ. Пĕртан майсем – психологи тата социаллă енчен те чи лайăх сиплев. Занятисене ачасем ашшĕ-амăшĕпе килеççĕ. Виртуаллă сăнама та май пур. Сăмахран, логопед мĕнле ĕçленине.
Нумай ачаллă çемьесене ача садне çÿренĕшĕн хывакан тÿлев çемье бюджетне чăрмав кÿмест. Уйрăм категорири çынсене социаллă пулăшу парас тĕллевпе пĕрремĕш ачашăн 20, иккĕмĕшĕшĕн 50, виççĕмĕшĕшĕн 70 процент компенсаци тÿлеççĕ. 15 муниципаллă районта виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене икĕ хут сахалтарах тÿлеттереççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ, тĕпрен илсен, ачасен аталанăвĕ çине каять. Ку уйăхне 1100–1150 тенкĕпе танлашать. «Эпир ку тÿлеве хăпартмарăмăр, малашне те шкул çÿлĕчченхи учрежденисенчи апатлану хакĕ тăрук ÿссе каяссине асăрхаса тăрăпăр», – шантарчĕ Михаил Игнатьев.
Тĕнчене пĕлес тĕллевпе
Шкул çулĕчченхи ача-пăча учрежденийĕсене çĕклесси Чăваш ен Пуçлăхшĕн Михаил Игнатьевшăн пĕлтерĕшлĕ тема.
«Çирĕп патшалăхăн тĕп уйрăмлăхĕ – вăл чи малтанах ватăсене тата ачасене тимлĕх уйăрни, – палăртрĕ Михаил Игнатьев. – 90-мĕш çулсенчи ахăрсаманара ача сачĕсем лавккасене, çĕвĕ, сĕтел-пукан мастерскойĕсене, парикмахерскисене, складсене çаврăннине пăхма питĕ йывăрччĕ. Чулсемпе перес вăхăт иртрĕ, паян вĕсене пуçтармалла. Ачасен пулнине тавăрмалла çеç мар, çĕнĕ учрежденисем те çĕклемелле. Юлашки çулсенче республикăра 40 ача сачĕ çĕкленĕ тата реконструкциленĕ, 20 пине яхăн хушма вырăн уçнă. Çакă шкул çулĕчченхи вĕрентÿ тытăмне пĕтĕмĕшле аталантарма май пачĕ. Отрасле опытлă специалистсем килчĕç, воспитательсенчен ытларах пайĕ – аслă пĕлÿллĕ. Çурри ытларахăшĕ 20 е ытларах çул ĕçлет, 12 проценчĕ – çамрăксем. Тĕрĕсленĕ йăласемпе хальхи вăхăтри вĕрентÿ технологийĕсен шăранăвĕ пулса тухать. Ку çитĕнекен ăрушăн усăллă çеç».
Республикăри мĕнпур ача сачĕ вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе ĕçлет. Кашнинчех кĕçĕннисене наци культурипе туслаштараççĕ, тĕрлĕ чĕлхепе калаçма вĕрентеççĕ. Чăваш культурин кĕтесĕсем тата пĕчĕк музейсем чылай садикра пур.
Ача сачĕсене йĕркеленнĕ черетсем иртнĕ пурнăçа юлса пыраççĕ. Вăрмарта, сăмахран, ачасене çулталăк çурăран садике илеççĕ. Паллах, кунашкаллисене уйрăм тимлĕх кирлĕ. Вĕсем валли матрацсем те ятарлă сийлĕ, вырăн хатĕрĕсем те урăхла.
«Советская Чувашия» хаçатран.
Вăрнарти 145 вырăнлă ача сачĕн строительствин юлашки тапхăрĕнче ĕçсем анлă сарăлнă. Строительсем пÿлĕмсене шал енчен хăтлăх кĕртеççĕ, сантехника вырнаçтараççĕ. Çурта электрификацилесе пĕтернĕ. Анчах вак ĕçсем вĕçленмен-ха. «Вурнарыдорстрой» рабочийĕсем ача сачĕ тавра çул сарма тытăннă. Район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Юрий Романов объектра пулса хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртса вĕсене сирме асăрхаттарнă.