Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй, акатуй! Ака ту та – савăн, кул!

10 июня 2015 г.

Акатуй, акатуй! Ака ту та – савăн, кул!

Акатуй чăваш йăли-йĕркине ăруран-ăрăва тăсакан тĕп пулăм тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах вăл нацин ĕçченлĕхне, тараватлăхне, пултарулăхне туллин кăтартса парать. Кăçал уява вăрнарсем республикăра малтисен  йышĕпе пухăнни те ăнсăртран мар. Çурхи уй-хир ĕçĕсене аграрисем вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлерĕç, чылайăшĕнче выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă. Производоство кăтартăвĕсем аван.

Ÿсĕм – мухтанмалăх

– Вăрнар районĕн потенциалĕ çав тери пысăк. Вăрнарсен промышленность предприятийĕсен продукцийĕ республикăра çеç мар, Раççейре, ун тулашĕнче паллă вырăн йышăнать, – терĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрнарсен Акатуйне хутшăннă май.

Йышăннă санкцисем ял хуçалăх таварне туса илекенсем валли хушма майсем туса панă май Михаил Васильевич ÿсес, тупăш курас тесен эффективлă ĕçлемеллине палăртрĕ. Мĕнпур ял çыннине хумхантаракан ыйтăва та хускатрĕ. Сĕт хакне йĕркене кĕртессипе ĕçленине, социаллă яваплăха туллин пурнăçланине палăртрĕ. «Эпир пушă шантарусем памастпăр, ыйтусене утăм хыççăн утăм пурнăçа кĕртетпĕр», – терĕ вăл.

Район çыннисем, чăн та, ĕçченлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Кăçал мĕнпур формăллă ял хуçалăх предприятийĕсенче культурăсем пĕлтĕрхинчен 200 гектар ытларах йышăнаççĕ – 27621 га. Çĕрулми лаптăкĕ пысăкрах – 701,8 (550) га. Вăрлăх пахалăхне ÿстерессипе, техника паркне пуянлатассипе, выльăх витисене çĕнетессипе нумай ĕç пурнăçланă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çăкăра сĕтел çине çитерекенсене тав турĕ çеç мар, мĕнпур сферăри ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Производство кăтартăвĕсенчен пуçласа шкулсенчи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсемпе ачасен канăвĕ таранах. Палăртнă ĕçсем чылай – Вăрнарти ача садне, 50 хваттерлĕ, тăлăхсем валли çĕклекен 12 хваттерлĕ çуртсене, Енĕшре, Шăхальте, Чăрăш Ишекре фельдшерпа акушер пункчĕсем хута ярасси, ял хушшинчи çулсене сарасси, урамсене электрификацилесси тата ыт.те.

Официаллă пай хыççăн Михаил Игнатьевпа Леонид Николаев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, агротехникăна çирĕп пăхăнсан тупăш кăçал пĕлтĕрхинчен те пысăкрах пулмаллине палăртрĕç.

– Кăçалхи çул вăрнарсем чемпионсем пуласшăн. Çак талпăнăва эпир ырлатпăр, – терĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ районта ĕçсем кал-кал пынине мухтаса.

Вăрнарсен ĕç кăтартăвĕ агрофирмăсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен уйхирĕсенче аван курăннине палăртрĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов та палăртрĕ. «Ял çыннисене, вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр, çанталăк условийĕсене пăхмасăр ĕçленине кура пирĕн сĕтел çинче яланах çăкăр пур. Çак кун вĕсене çĕре юратнăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Вăрнар районĕн ÿсĕмĕ, ял хуçалăхĕн ăнăçлă статистики сирĕн яваплăха пула пурнăçланать», – терĕ вăл.

 

Культурăна упрамалла

Акатуй культура управçи пулнинче, паллах, клуб ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ каламалла.

«Химик» стадионта хăна-вĕрле пухăниччен вĕсем тĕп площадьре салтака ăсатнине театрализацилесе кăтартрĕç. Хăш-пĕр ялсенче те çак йăла манăçа тухса пырать пулсан, артистсем салтак чупнине, салтак юррине манма памарĕç. Шăпăр, купăс кĕввипе каччăсем, вĕсене ăсатакансем стадионта вырнаçнă «Хăна çуртне» утса çитсе ял поселенийĕсен палаткисенче хăна пулчĕç. Сĕтелĕсем чăваш апачĕпе тулăх. Кăмăл тăвакансене вăйă картине чĕнеççĕ.

– Çак илем ăрусенчен ăрăва куçни пĕлтерĕшлĕ. Глобализаци тапхăрĕнче хамăр культурăна сыхласа хăварма пултарнинчен ытти çĕршыв çыннисем тĕлĕнеççĕ. Пирĕн наци культурине тата анлăлатмалла, – терĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палаткăсене пăхса çаврăннă хыççăн.

Çĕрпелсемпе хирпуçсен пĕрлехи палаткинче ăна чăваш тĕррисем хушшинче вырăн тупнă Германирен вăрçă хыççăн илсе таврăннă алшăлли историйĕпе паллаштарчĕç.

Михаил Васильевич хăй те чылай кăсăкланчĕ, поселенисем паян мĕнле пурăнаççĕ-ха; Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров «Луч» хуçалăх пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртнине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарнине, фермер хуçалăхĕсем вăй илнине, шыв объектне арендăна панинчен тупăш курнине палăртрĕ.

–,çлекенсене çул памалла, ĕçсе-харкашса пурăнакансене вара пăркăчламалла, ăса вĕрентмелле, – палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Сумлă хăнана кашниех наци апатне тутанма сĕнчĕ. Михаил Игнатьев пурне те çĕр ĕçĕпе туслă пулма, тупăшшăн, тулăх сĕтелшĕн чунтан вăй хума ыйтрĕ.

 

Малтисене – чыс!

Юратнă ĕçре тăрăшса тимлекенсем сцена çине хăпарма тивĕçрĕç. Вăл шутра пирĕн ĕçтеш – электронлă набор тата верстка операторĕ Инга Свечкина (1-мĕш стр. сăнÿкерчĕкре) – та пулчĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ.

«Мураты» тата «Санары» хуçалăхсен тракторисчĕсен Анатолий Романовăн тата Алексей Шашковăн кăкăрĕсем çинче «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» паллă ялкăшма тытăнчĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн операторĕ Вера Зиновьева тата аш-какай комбиначĕн цехĕн обвальщикĕ Михаил Моляков, «Мураты» ĕçченĕ Юрий Прокопьев илчĕç.

Ку предприятисенче тимлекенсемех Юрий Поповран Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене – сысна комплексĕн механизаци цехĕн тракторисчĕ Виталий Кудрявцев, уй-хир бригадин бригадирĕ Ираида Прокопьева тата Тавĕсене – склад заведующийĕ Эльвира Алексеева («Мураты»), консерв склачĕн заведующийĕ Юрий Петров – тивĕçрĕç.

2014 çулхи кăтартусемпе ĕç сыхлавĕ енĕпе иртнĕ смотр-конкурсра Вăрнар районĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Çĕр ĕçĕн пысăк культуришĕн тата прогрессивлă технологисене ĕçе кĕртсе пынишĕн уй-хир тĕрĕслевĕсем хыççăн К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх (ертÿçи Валерий Шумилов) I степеньлĕ, «Мураты» (Геннадий Спиридонов) II степеньлĕ, «Санары» тата «Луч» (Роберт Петров тата Вячеслав Ижелеев) III степеньлĕ Дипломсене илчĕç. Фермер хуçалăхĕсем хушшинче чи маттурри – Валентин Павлов.

Çавăн пекех Акатуй уявĕнче тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан 33 çынна район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, виçĕ çынна çурт çĕклеме социаллă тÿлев тивĕçни çинчен калакан свидетельствăна, виçĕ çынна фермер хуçалăхне аталантарма грант валли сертификатсем, 14 çул тултарнă пилĕк çамрăка Раççей гражданинĕн паспорчĕсене пачĕç. Ярмушкари культура çурчĕн директорĕ Надежда Лаврентьева чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕсене палăртакан конкурсра çĕнтернĕшĕн 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ.

 

Хисеплĕ ятлисем

Чăваш ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илмелли стажăн планкине чакарасси пирки алă пуснă Указĕ вăя кĕчĕ. Ун йĕркипе пĕрремĕш удостоверенисене Акатуйра, пĕтĕм халăх умĕнче, пани ăнсăртран мар. Чыса тивĕçнисем тĕрлĕ отрасльте улшăнмасăр, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. Елизавета Ивановна Ананьева акă 19 çултанпа Вăрнарти çăкăр комбинатĕнче тăрăшнă, Иван Николаевич Томашов 45 çула яхăн строительте, Маргарита Николаевна Афанасьева – Чăвашпотребсоюз, Юрий Алексеевич Воробьев – финанс, Татьяна Владимировна Лемаева вырăнти хăйтытăмлăх органĕн тытăмĕнче.

Удостоверенисене тыттарнă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене чĕререн тав турĕ. «Эпир хамăрăн ветерансене юрататпăр, хисеплетпĕр. Пирĕн патшалăх политики паянхи, килес ăрусене вĕсенчен тĕслĕх илме, ĕçчен, патриотсем пулма вĕрентсе ÿстерессине çирĕп тытса пырать», – терĕ вăл хăйĕн салам сăмахĕнче.

 

Спортпа тусли яланах хастар,

терĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ «Химик» стадионта сарăлнă спорт ăмăртăвĕсене пăхса çаврăннă май. Волейбол площадкисем умĕнче Михаил Игнатьев унчченхи турнирсенче вăрнарсем çирĕмшер команда тупăшнине аса илчĕ. Спорт хавалне çухатманнисене тав туса çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

Кавир çинче кĕрешекен хĕрсен – Раççей призерĕсен – тытăçăвĕ уйрăмах тыткăнларĕ ăна. Виталий Трофимов тренерпа ку тĕс аталанăвĕ пирки сăмахларĕ. Чăн та, кĕрешÿçĕсен мухтанмалли пур. Вăрнарсем республикăра, Раççейре иртекен турнирсене тăтăш хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ.

Акатуй парни те сумлă – чĕрĕ така. Хальхинче вĕсене тăваттăн тивĕçрĕç, Рома Львов, Никита Львов, Дмитрий Львов тата Антон Сантимер.

Футбол уйĕнче Акатуй Кубокĕшĕн пыракан вăййа та чылайччен сăнарĕ Михаил Игнатьев. «Гвардеец» команда иртнĕ вăхăтсенче те çивĕч вылянине аса илчĕ. Çакăнпа та мухтанма пулать, ушкăнра – ку тăрăхри ял çамрăкĕсем кăна, аякран явăçтарнисем çук. Юлашки вăхăтра кунта спорт çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Командăпа пĕр ятлă спорт обществи пур ÿсĕмри çынна сывă пурнăç йĕркине явăçтарма тăрăшать. Кăтартăвĕсем куç умĕнче. Уявăн тĕп Кубокĕ те кăçал вĕсен аллине куçрĕ.

Кире пуканĕ йăтассипе Дмитрий Ястребов тата Галина Павлова чемпионсем пулса тăчĕç, волейболра – «Попутчик» тата Çĕрпел ял поселенийĕн командисем.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çак ырă енне палăртмасăр иртме çук. Çынсемпе вăл яланах пĕр тан калаçни, вĕсен ыйтăвĕсене илтме пĕлни. Хальхинче те вăл çамрăк амăшĕсемпе, ветерансемпе, ял çыннисемпе медицина пулăшăвĕ, инфраструктурăна аталантарни, ялсен пуласлăхĕ пирки калаçрĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика