10 июня 2015 г.
Чăваш Республикинче пурăнакан пенси çумне патшалăх хушса тÿлекен программăна хутшăннă 30 пин çыннăн взнос суммийĕ ÿснĕ. Пухăнса пыракан пенси çумне пĕлтĕр вĕсем 2000 тенкĕрен пуçласа 12000 тенкĕ таран укçа куçарнă.
Асăннă программăна хутшăнса хăйсен ирĕкĕпе взнос тÿленĕ Чăваш ен çыннисен пенси счечĕ çине федераци бюджетĕнчен иртнĕ çул пĕтĕмпе 287 млн тенкĕ укçа куçарнă, пирĕн районта 5 млн тенкĕ.
Программăна кĕнĕ граждансен взнос укçине тата хушса тÿленĕ суммăна вĕсем суйласа илнĕ управляющи компанисене тата патшалăха кĕмен пенси фончĕсене яраççĕ. Енчен те гражданин унашкаллинчен нихăшне те суйласа илмен пулсан укçа-тенкĕ патшалăхăн управляющи компанине куçать. Хăйĕн ирĕкĕпе тÿленĕ взноссем çинчен тата патшалăх мĕн чухлĕ укçа хушнине Раççей Пенси фончĕн сайтĕнчи (www.pfrf.ru) «Страхланă çыннăн уйрăм кабинетне» кĕрсе пĕлме пултарать. Хăйĕн укçине «ĕçлеттерекен» управляющи компани е патшалăхăн шутланман пенси фончĕ çинчен те çакăнтах пĕлме май пур.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи
управленийĕ.