10 июня 2015 г.
Пĕлтĕрхи июлĕн 21-мĕшĕнчи федераллă саккунпа килĕшÿллĕн РФ Çурт-йĕр кодексне тата хăш-пĕр нормативлă право акчĕсене пĕлтерĕшлĕ улшăнусем кĕнĕ. Çĕнĕлĕхсен тĕп шухăшĕ çакăн пек, управляющи организацисем нумай хваттерлĕ çуртсене малашне ятарлă лицензипе кăна пăхса тăма пултараççĕ. Лицензие Федераци субъекчĕн лицензи комиссийĕн йышăнăвĕпе патшалăх çурт-йĕр асăрхавĕн органĕ хатĕрлесе парать.
Ку ирĕке организацисемпе уйрăм предпринимательсен кăçалхи май уйăхĕн 1-мĕшĕччен илмелле пулнă. Çак вăхăтран малалла ĕç-хĕле лицензисĕр пурнăçлама юрамасть. Çавăнпа та РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне 14.1.3-мĕш статья хушнă, нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрассипе предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе лицензисĕр тимленĕшĕн явап кĕртнĕ, должноçри çынсене – 50–100 пин тенкĕ штраф е 3 çул таран дисквалификаци, уйрăм предпринимательсене – 150–200 пин тенкĕ е 3 çул таран дисквалификаци, организаци-учрежденисене – 150–250 пин тенкĕ штраф.
Апла пулин те, район прокуратури ирттернĕ тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, районти управляющи компанисемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем федераллă ку саккун требованийĕсене тивĕçлĕ пурнăçламаççĕ. Апрельти тĕрĕслев çирĕплетнĕ тăрăх, Вăрнарти нумай хваттерлĕ 11 çурта пăхса тăракан «Управляющая компания» тулли мар яваплă общество лицензи илес ыйтупа ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцине тухман. Кун пек чухне Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн çуртсенчи пÿлĕмсен харпăрлăхçисене управляющи компани лицензи илессинчен пăрăннине пĕлтермелле, пуху ирттермелле пулнă. Управлени тĕсне суйлассипе нимле йышăну туман-тăк, поселени администрацийĕн ку çуртсенче управляющи компанине суйлассипе уçă конкурс йĕркелесе ирттермелле.
Çавăн пекех поселени администрацийĕн Вăрнарти Чернышевский урамĕнчи 5-мĕш çуртпа ĕçлекен управляющи компанине суйлама та уçă конкурс ирттермелле пулнă.
Çак тĕслĕхсене шута илсе, район прокуратури Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ ячĕпе представлени янă, «Управляющая компания» общество генеральнăй директорне çурт-йĕр саккунĕсене пăсма юраманни çинчен асăрхаттарнă.
Е.БОРОДИНА,
Вăрнар район прокурорĕн аслă помощникĕ,
1-мĕш класлă юрист.